11 февраля 2014 г.
Юлашки çулсенче районти вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме республика, федераци шайĕнчен укçа-тенкĕ чылай уйăраççĕ. 2013 çулта «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенчи апат-çимĕç блокĕсене модернизацилесси» программăпа килĕшÿллĕн Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти столовăйне çĕнетме 800 пин тенке яхăн укçа уйăрнă.
Хальхи вăхăтра асăннă шкулта пурĕ 78 ача пĕлÿ пухать. Вĕсене тарăн пĕлÿ илмешкĕн, пур енлĕн аталанмашкăн, ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн тĕрлĕ витаминсемпе пуян апат-çимĕç кирлĕ. Çавна шута илсе шкул дирекцийĕ кунти столовăя тĕпрен çĕнетме палăртнă. Иртнĕ çул ку енĕпе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Шкул столовăйĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçланă, çавна май 150 пин тенкĕ тăкакланă. Унсăр пуçне апат-çимĕç блокĕ валли 570 пин тенкĕлĕх çĕнĕ оборудовани, çĕнĕ сĕтел-пукан 73 пин тенкĕлĕх туяннă. Çавăн пекех туалет тата çăвăнмалли пÿлĕм туса 440 пин тенкĕ тăкакланă. Унсăр пуçне шкулта капиталлă юсав ĕçсене пурнăçлама бюджет мар çăл куçсенчен 100 пин тенкĕ ытла уйăрнă.
Палăртма кăмăллă: хальхи вăхăтра шкул ачисем тĕпрен çĕнетнĕ столовăйĕнче апатланаççĕ. Пĕр харăсах 52 ача апатланма пултарать кунта. Кунне икĕ хутчен техĕмлĕ апат çиеççĕ ачасем. Вĕсем ирхине пĕрремĕш тата 4-мĕш уроксем хыççăн апатланаççĕ. Кунта вăй хуракан Г.Данилова повар, Г.Егорова кухня ĕçченĕ хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ, çамрăк ăрăва витаминсемпе пуян тĕрлĕ йышши апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Купăстаран, кишĕртен хĕрлĕ кăшманран хатĕрленĕ салатсем, ватрушкăсемпе вĕтĕ кукăльсем хатĕрлет ăста повар. Кунне икĕ хутчен апатланнин вăтам хакĕ 26-30 тенкĕпе танлашать. Шкул çумĕнче хушма хуçалăх пурри апат хакне кăштах та пулин йÿнетме пулăшать.
Апат-çимĕç блокĕнчи çĕнĕ оборудованипе техĕмлĕ апата кĕске вăхăтра хатĕрлеме пулать. Модернизаци программипе кунта пăс çинче хатĕрлмелли оборудовани, электроплита, мармитсем (апат ăшăтса тăракан оборудовани), пахча-çимĕç вĕтетмелли машина, аш арманĕ, чуста çăракан тата ытти йышши оборудовани илсе килнĕ. Çакă вара кухньăра тăрăшакансен ĕçне чылай çăмăллатать. Çамрăк ăру хăйĕн вăхăтне ытларах шкулта вĕренсе ирттерет. Çавăн пекех уроксем хыççăн спорт секцийĕсене, шкулта иртекен мероприятисене ачасем активлă хутшăнаççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан вĕсем пĕрмаях хусканура. Техĕмлĕ апат вара вĕсене ÿсме, аталанма, çĕнĕ ÿсĕмсем тума кирлĕ.
Первоисточник: Л.НИКИФОРОВА
Источник: "Урмарская районная газета"