05 декабря 2013 г.
Тăван тавралăха упрасси - кашни çыннăн тивĕçĕ. Çавна май пирĕн районти предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем, ял тăрăхĕсенче пурăнакансем, шкулсенчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем кашни çул çуркуннепе кĕркунне йывăçсем лартассипе чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. «Йывăç ларт та ăна упра» акцие хутшăнса нумаях пулмасть Чупай ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хуракансемпе ял ĕçченĕсем 500 тĕп йывăç лартса хăварчĕç.
Çак пархатарлă ĕçе вырăнти халăх активлă хутшăнчĕ. Вĕсем ялти Культура çурчĕ çумĕнчи территорие, ял урамĕсенчи çырма-çатрасене шĕшкĕ, хурăн, хыр, чăрăш тата ытти йывăç-тĕмсем лартса хăварчĕç. Шкул ачисем ку енĕпе кашни çулах пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ. Ял урамĕсене тирпей-илем кĕртессипе те вырăнти администраци чылай ĕç туса ирттерет. Кашни уйăхра ял урамĕсенчен тĕрлĕ ăпăр-тапăра пуçтарса автомашинăпа хытă каяшсем пухакан полигона илсе каяççĕ.
Тавралăха упрамалли çулталăка халалласа ялти библиотекăра «Çут çанталăк тусĕсем» экологсен кружокĕ ĕçлет.
Çавăн пекех Шăхаль ял тăрăхĕнче те вырăнти администрацийĕн, культура ĕçченĕсем çамрăк чăрăшсем лартса хăварчĕç. Ку ĕçре вара çамрăк ăру та пысăк тăрăшулăх кăтартрĕ.
Кавал ял тăрăхĕнче пурăнакансем йывăç лартассипе активлă ĕçлерĕç, ял тăрăхне тирпей-илем, хăтлăх кĕртрĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Райадминистрацин сайтeнчен.
Источник: "Урмарская районная газета"