29 мая 2013 г.
Шкул вăл - пĕр пысăк çемье. Çемьесем тĕрлĕрен пулаççĕ, шкулсем те çавах. Пĕрисенче çын хăйне читлĕхри кайăк пек туять, теприсенче вара ирĕклĕ вĕçевре тейĕн: хăй мĕн пултарнине пĕтĕмпех кăтартма пултарать, малалла аталанма пур майсем те пур, çĕнĕрен те çĕннине пĕлес, алла илес килет. Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул, ман шутпа, шăпах çак юлашкинчен асăннă шкулсен шутне кĕрет. Хамăр танлаштару патне таврăнас пулсан сăнара çапла аталантарма пулать: çак туслă çемьере вĕрентекенсем ашшĕ-амăш вырăнĕнче, вĕренекенсем - вĕсен ачисем. Пурне те çыхăнтарса тăракан ĕмĕт-тĕллев вара - пĕлÿ тĕнчи тăрăх малалла çирĕп утăмсемпе утасси, кашнин (ача-и вăл, учитель-и) пултарулăхне уçса парасси, таврари пурнăçа илемлĕрех, интереслĕрех тăвасси.
Паллах, çакăн пек ырă, творчествăлла лару-тăрура ĕçлеме те, вĕренме те кăмăллă. Людмила Александровна асăннă шкулта 1986 çултанпа вăй хурать. 2006 çулта Раççей Президенчĕ, 2010 çулта ЧР Президенчĕн гранчĕсене илме тивĕç пулчĕ. Хăйĕн ĕçĕнче нумай çул хушши чун ыйтнипе творчествăлла хавхаланупа ĕçленĕшĕн «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.
Пысăк çитĕнÿ тунă учитель ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлес шутпа ăна хамăр хаçат тĕпелне чĕнтĕмĕр.
- Людмила Александровна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн хăйĕн предметне ачасем юратса вĕренччĕр тесен мĕнлерех енсем пулмалла-ши? Хăвăрăн ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштараймăр-ши?
- Вăрттăнлăхсем çук. Чи малтанах вĕрентекенĕн хăйĕн предметне чунтан юратса вĕренмелле. Çав юрату вара ачасем çине куçать. Кашни урокра ачан чун-кăмăлĕ патне çитме кăсăклă, интереслĕ ирттерме тăрăшмалла. Чăваш чĕлхи урокĕнче пулнă хаваслă самантсене ачасем ĕмĕрлĕхе асра хăварĕç.
- Вĕрентекенĕн ачасен талантне, пултарулăхне аталантарас тесен мĕнлерех мелсем шырамалла-ши?
- Ачасене чĕлхепе, литературăпа çеç паллаштарни çителĕксĕр, вĕсен чун-чĕринче тапса тăракан çичĕ тĕрлĕ таланта, урăхла каласан пултарулăха аталантарса пымалла. Çĕршыв пуласлăхĕ - ачасенче. Эпир ачасен чунĕсенче мĕн акатпăр, çавă шăтать. Ачасен вара пĕр-пĕринпе ăмăртас, хăйсене кăтартас туйăм вăйлă аталаннă, вĕсене ертсе пыни, пулăшни çеç кирлĕ. Манăн вĕренекенĕмсем тĕрлĕ ăмăртура палăрни, çĕнтерни ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума пулăшать тесе шутлатăп эпĕ.
- Вĕрентекенсем хушшинче ирттерекен пултарулăх ăмăртăвĕсене мĕнлерех хутшăнатăр?
- Хамăн вĕренекенĕмсене тĕслĕх кăтартас тĕллевпе çакăн пек ăмăртусене хаваспах хутшăнатăп. 2010 çулта республика шайĕнче ирттернĕ «Учитель года» конкурсра «Обучение действием» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăтăм.
Кăçалхи февралĕн 21-22-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Уçă урок» пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ. Унта чăваш шкулĕнчен 55 учитель тата вырăс шкулĕнчен 43 учитель хутшăннă. Эпĕ хамăн урока «Диалог культур» концепцие тĕпе хурса йĕркеленĕ пулнă. «Мĕн тери хитре эсĕ, пурнăç!» темăпа ирттернĕ урок пурне те интереслентерсе ячĕ. Çав конкурсран çĕнтерÿçĕ пулса таврăнтăм.
Апрелĕн 11-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен патшалăх университетĕнче регион шайĕнче «Особенности концепций творчества в культуре Урало-Поволжья» темăпа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. «Основопологающие парадигмы и современные концепции в системе школьного и вузовского образования» темăпа ĕçлекен секцире тухса калаçрăм.
- Ачасене вĕрентнĕ чух пурнăçра чи хакли, чи кирли мĕн тесе вĕрентетĕр?
- Яваплăх. Эпĕ вĕсене историри хăйсен пĕлтерĕшĕ пирки уççăнах калатăп. Авалхи тĕрĕк халăхĕсен тăхăмĕсем пин-пин çул каяллахи культурине, чĕлхине, тĕррисене сыхласа хăварас тесе темле майсем шыраса тупса паянхи куна çитернĕ. Тăван халăх пуласлăхĕ сирĕнтен те килет тесе ăнлантаратăп вĕсене. «Эсир е сирĕн ачăрсем тăван чĕлхепе калаçма пăрахрĕç пулсассăн, çав пин-пин çул пуçтарăнса пынă истори татăлса каять. Çав яваплăха сирĕн туймалла», - тетĕп вĕренекенĕмсене.
- Эсир олимпиадăсемпе конкурссен çĕнтерÿçисене хатĕрлекен аслă категориллĕ, творчествăлла ĕçлекен учитель. Патшалăх учителĕн ĕçне хаклани туйăнать-и?
- Туйăнать. Учителĕн пĕтĕм çитĕнĕвĕсене шута илсе хаклани малалла татах та пултаруллăрах ĕçлеме хавхалантарать.
- Вĕренÿ ĕçĕнче çĕнĕ технологисемпе мĕнлерех усă куратăр?
- Учительсене ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă курни пысăк утăмсем тума пулăшать. Ачасен шухăшлавĕ çивĕчленет. Вĕсем хăйсем шухăшласа кăларса тем тĕрлĕ творчествăлла ĕçсем пурнăçлаççĕ.
- Халĕ Эсир - пиллĕкмĕш класс ертÿçи, унччен маларах тăххăрмĕшсемпе темиçе çул ĕçленĕ. Уйрăмлăхĕ пур-и?
- Паллах. Аслă классемпе хăвна вĕсемпе тан тытмалла, кĕçĕнреххисем вара хăйсене ертсе пынине, пулăшнине кăмăллаççĕ. Тата ачасем пурте çул çÿреме, çĕннине пĕлме юратаççĕ. Çавăнпа эпĕ хамăн çĕнĕ класа чи малтан поселокпа, ун таврашĕпе паллаштаратăп. Кайран Хусан хулине те çитрĕмĕр. Сăмахпа калани ачасен пуçĕнче нумайлăха юлмасть, куçпа курни, сăн ÿкерттерни вара асра юлать.
- Ашшĕ-амăшĕсемпе еплерех ĕçлетĕр?
- Яланхи йĕркепе, паллах, ашшĕ-амăш пухăвне ирттеретпĕр. Ун умĕн ачасене анкета ыйтăвĕсем çине хуравлаттаратăп, тĕрлĕ тестсем ирттеретĕп. Пухура вара çемьере пулма пултаракан тĕрлĕ ситуацисене сÿтсе яватпăр, сĕнÿсем пама тăрăшатпăр. Ашшĕ-амăш валли уçă уроксем те ирттеретпĕр. Чи кирли - расна формăллă мероприятисем пулччăр, ан йăлăхтартăр.
- Людмила Александровна, пуласлăх шкулне Эсир еплерех куратăр?
- Ман шутпа, пуласлăх шкулĕнче пултарулăх вăйĕ хуçаланмалла. Ачасемпе вĕрентекенсем алран-ал çавтăнса пĕлÿ тĕнчипе утчăр. Пирĕн шкул та çавăн пек пултăр тесе тăрăшатпăр, вăй хуратпăр.
- Тавтапуç, Сире, ăшпиллĕ калаçушăн. Малашне те ĕçĕр ăнса пытăр.
Источник: "Урмарская районная газета"