Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçнĕ, анчах илеймен

09 июля 2012 г.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивĕнче ялсен кун-çулĕпе чăнлавсем шыранă чухне пĕр сăн ÿкерчĕк интереслентерчĕ. Унта «Вăрмар районĕнче Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.Зарубин Совет Союзĕн Геройĕ» тесе çырса хунă. Пĕлетĕп-ха: Чăваш çĕршывĕнчен паттăр ятне илнисем хушшинче пирĕн ентеш çук, эппин сумлă институтăн хучĕсем хушшине çавăн пек йăнăш кайни ытахальтен мар.

Н.Зарубинăн йăмăкĕ Анна Дмитриевна пурăннă чухне çак ыйтупа кăсăкланнăччĕ. Вăл мана ашшĕпе амăшĕ патне Дмитрий Максимовичпа Васса Никифоровна ячĕпе килнĕ çырусем кăтартрĕ. Вĕсене Н.Зарубинпа пĕр полкра тăнă летчиксем çырнă. 1943 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче янинче, вун саккăррăн алă пуснинче, çапла пĕлтернĕ: «Смелый и самоотверженный в борьбе, он дрался с врагом до последней капли крови, до последнего удара своего сердца. Храбрый сокол и великий патриот нашей Родины, он, не страшась смерти, 89 раз ходил в бой с фашистским отродьем. Орден Ленина и орден Красного Знамени украшали грудь героя, он представлен к званию Героя Советского Союза».

Шел, çар комиссариачĕ паттăрăн тăванĕсене Н.Зарубин летчик-штурман командованин хушăвне пурнăçланă чухне вĕçеврен таврăнманнине, хыпарсăр çухалнине пĕлтернĕ. Çак хăрушă хыпарăн чăнлăхĕ 1957 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче уçăлать: торф кăларнă чухне 6 метр тарăнăшĕнче çар самолетне тупаççĕ, кабинăра летчикăн ÿчĕ чиперех упраннă-мĕн. Документсем тăрăх вăл Н.Зарубин аслă лейтенант пулнине пĕлеççĕ. Паттăра тупнине тата чысласа пытарни пирки «Известия», «Комсомольская правда», «Советская Чувашия» хаçатсенче çырса кăлараççĕ. Летчикпа пĕрле пулнă наградăсене, ĕç хучĕсене, çырусене тăван çĕршывне илсе килеççĕ, халĕ вĕсенчен чылайăшĕ Наци музейĕнче, Чупайри тата Вăрмарти музейсенче упранаççĕ. Хаçатсенчи хыпарсене вуласа пĕлнĕ хыççăн Васса Никифоровна патне ывăлĕн командирĕсемпе юлташĕсем М.Аркатов генерал-майор, И.Мороз полковник, И.Ветохин полковник, В.Ерошенко полковник тата ыттисем Н.Зарубина аса илсе çырусем çыраççĕ, кашнинчех вăл Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕç пулнине, çак ыйтăва тепĕр хут хускатмаллине пĕлтереççĕ. Анна Дмитриевнапа мăшăрĕ В.Иванов (çар çынни) Н.Зарубина чăнах та Совет Союзĕн Геройĕ ят пама тăратнине çирĕплетекен хутсем (çырусем, паттăрлăхне аса илсе кăтартнисем т.ыт. те) пухаççĕ. Вăрмар районĕн халăх депутачĕсен Канашĕ урлă документсене Чăваш патшалăх тĕп архивне параççĕ, ыйтăва Шупашкар урлă Мускава çитерме ыйтаççĕ. Архив ĕçченĕсем çак тивĕçе хăйсем çине, паллах, илеймен, хуравĕнче Н.Зарубин паттăрлăхĕ пирки тепĕр хут çырса кăтартнипех çырлахаççĕ. «Вопрос о присвоении Н.Д.Зарубину звания Героя Советского Союза до сего времени не решен», - теççĕ вĕсем.

Дмитрий Максимовичпа Васса Никифоровна ывăлĕ пысăк ХИСЕПЕ илейменнине пĕлсех пурнăçран кайрĕç. Анна Дмитриевна çемйипе Хусанта пурăнатчĕ пулин те çу кунĕсене тăван ялĕнчех ирттеретчĕ. Вăл ашшĕ-амăшĕн çуртне йĕркелесе тăчĕ, пиччĕшĕн пур япалине те тирпейлĕн упрарĕ. Вăл мана Никита Дмитриевич сăвăсем çырнине те каланăччĕ. Чăнах та, пĕр хулăн тетрадьре чăвашла шăрçаланă хайлавсем чылайччĕ, йĕркеллехчĕ сăввисем, ытларах юрату кĕввипе çырнăскерсемччĕ. Анна Дмитриевна ĕмĕрне учительте ĕçлесе ирттернĕскер, пиччĕшĕн паттăрлăхне тивĕçлипе хакласа çитерейменшĕн питĕ кулянатчĕ. Ыйтăва татса парас ĕçре ун чухне КПСС райкомĕ нимех те туманнине, тĕрĕссипе çак ĕçе пачах та хутшăнманнине каласа питĕ пăшăрханатчĕ. Райком урлă обкома тухма май пулнă вĕт, унтан çÿлелле... Тутарсем ку енĕпе ăслăрах та хастартарах пулчĕç. Вĕсем 1950-мĕш çулсенче хăйсен 4 ентешне (эпĕ пĕлни) Совет Союзĕн Геройĕ ят партарма пултарчĕç (çав шутра Муса Джалиль поэт, М.Девятаев летчик). Акă нумай пулмасть телекурăмпа Пушкăрт Республикинчи пĕр ялти пĕр паттăр пирки каласа кăтартрĕç. Ăна та Ылтăн Çăлтăр медальпе наградăлама тăратнă пулнă, вăрçă çулĕсенче çак Хисепе илеймен. Совет Союзĕ вăхăтĕнче темиçе хут ыйтăва çĕкленĕ пулсан та кирлĕ пек татса парайман. Пур пĕрех, ентешне ял çыннисем Совет Союзĕн Геройĕ тесех хисеплеççĕ, паттăрсен палăкĕ çинче ун ячĕ - хушамачĕ çавăн пекех çырăннă.

Подольскри Çар архивне «Н.Зарубина Совет Союзĕн Геройĕ ят пама тăратнин хучĕсем упранаççĕ-ши тата ыйтăва мĕншĕн татса парайман-ши;» тесе çыру çырнăччĕ. Унти ĕçченсем мана çапла хуравларĕç: «35-мĕш авиаци полкĕн командирĕ 1943 çулхи январь уйăхĕнче Н.Д.Зарубина Совет Союзĕн Геройĕ ят пама тăратнă. 280-мĕш авиаци дивизин командирĕ те çакăнпа килĕшнĕ. Анчах та 14-мĕш сывлăш çарĕн командованийĕ награда хучĕсене çирĕплетмен, мĕншĕн тесен Никита Зарубин летчик-штурман хыпарсăр çухалнисен йышĕнче шутланнă. Вăл вилнине никам та курман тата унăн ÿтне тупайман. 1957 çулта ÿтне тупнă хыççăн РККА йышĕнчен кăларнă. Совет Союзĕн Геройĕ ят пама тепĕр хут ыйту çĕклемен».

Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ... Н.Зарубин пысăк ХИСЕПЕ тивĕçнĕ, анчах илеймен. Çакă тăванĕсене кăна мар, вăрçăра пĕрле пулнă юлташĕсене те, ентешĕсене те, журналистсене те нумай шухăшлаттарнă, халĕ те шухăшлаттарть.2000 çулхи майăн 19-мĕшĕнче «Российская газета» хаçатра Д.Белебенцевăн «Герои без вести не пропадают» статйи пичетленнĕ. Автор Н.Зарубина ПАТТĂР ятне памалли ыйтăва Раççей Президенчĕ патне çитерме сĕнет.

2007 çулта Вăрмар район администрацийĕ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов патне Çырупа тухнăччĕ. Н.Зарубина Совет Союзĕн Геройĕ ят парас ыйтăва кирлĕ çĕрте çĕклеме ыйтнăччĕ. Раççей Президенчĕн наградăсемпе ĕçлекен Управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх Никита Дмитриевич Зарубина Совет Союзĕн Геройĕ ят пама чăнах та тăратнă. Анчах 14-мĕш авиаци çарĕн командующийĕ хăйĕн хушăвĕпе Н.Д.Зарубина Аслă Отечественнăй вăрçăн 1 степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Награда хучĕсем Оборона министерствин тĕп архивĕнче упранаççĕ. Хальхи вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кăтартнă паттăрлăхшăн Раççей Геройĕ ят пама май çуккине палăртнă.

Апла-и, капла-и, Вăрмарсемшĕн Никита Зарубин чăн-чăн Герой. Ан тив, кăкăр çине çакса çÿремелли Ылтăн Çăлтăра илеймен пултăр, пурпĕрех: унăн паттăрлăхĕ - вилĕмсĕр

Подробнее...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика