Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналистсем райпо ĕçĕпе паллашрĕç

30 мая 2012 г.

Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне халалласа республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансемпе Вăрмар райповĕ бази çинче республикăри семинар-канашлу пулнă. Вăл ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министерстви, ЧР журналистсен Союзĕ йĕркеленипе иртнĕ.

Семинар Вăрмар райповĕн «Юность» кафере «Пиццерия» уйрăм уçăлнипе пуçланчĕ. Чаплă лару-тăрура Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.Павлов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов хĕрлĕ хăйăва касрĕç. Асăннă уйрăм Чăвашпотребсоюз системинче çиччĕмĕш шутланать. «Юность» кафе тул енчен те, шал енчен те çĕнелнĕ. Кунта апатланас тесен апат-çимĕçе ирĕклĕ майпа туянма пулать. Унсăр пуçне пицца кăмăллакансем çак техĕмлĕ апат-çимĕçе те çийĕнчех тутанса пăхма пултараççĕ.

Ĕçлĕ çул çÿрев малалла «Органика», «Все для дома», «Заря» лавккасене, халăха кирлĕ медицина, ветеринари препарачĕсем сутакан ветаптекăсенче пулчĕ. Журналистсем асăннă лавккасемпе паллашнă май ыйтусем те пачĕç. Вĕсене лавккасен тавар пахалăхĕ, унăн çаврăнăшĕ тата ытти ыйтусем кăсăклантарчĕç. «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашма тÿр килчĕ журналистсене. Массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем туса кăларакан продукци ассортименчĕ, ун пахалăхĕ интереслентерчĕ. Вĕсем кунти цехсемпе паллашса çÿренĕ май асăннă общество хатĕрленĕ продукцин куравĕпе те паллашрĕç.

Унтан Чупайĕнчи райпо лавккине те çитсе курчĕç. Çакна палăртмалла: ку лавккана çĕнĕрен хăпартнă. Халĕ ун тавра ача-пăча площадки йĕркеленĕ. Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен лавкка тавар сутнисĕр пуçне хатĕрлев ĕçĕпе те тăрăшать. Кунти Л.Анисимова тата Н.Архипова сутуçăсем тĕрлĕ йышши эмел курăкĕсем, çĕтĕк, сĕт пухассипе активлă ĕçлеççĕ. Çавăн пекех семинар-канашлăва хутшăннисем Казански Турă амăшĕн Турăшĕ ячĕпе хăпартнă чиркĕве те кĕрсе курчĕç. Ку чиркĕве Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ В.Караваев хăйĕн укçи-тенкипе хăпартнă. Семинар-канашлăвăн пленарлă пайĕ Чупайĕнчи культура çуртĕнче иртрĕ. Ăна Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ В.Павлов уçрĕ. Вăл Чăвашпотребсоюзăн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех кашни районтах райпо системинче çĕнĕлĕхсем пуррине палăртрĕ. Тавара ирĕклĕ майпа туянма пултаракан лавккасем уçни тавар çаврăнăшне ÿстерет, çавна май ĕçлекенсен ĕç укçи те ÿсет, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Çак программăна тĕпе хурса ĕçлет те Чăвашпотребсоюз. Массăллă информаци хатĕрĕсен ял пурнăçĕпе ĕç-хĕлне ытларах çутатма тăрăшмаллине каларĕ В.Павлов.

Вăрмар райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов палăртнă тăрăх, районти ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ 76 миллионран, Вăрмар райповĕн пайĕ 46 миллионпа танлашать. Çавăн пекех райпо ĕçĕн тĕп кăтартăвĕсемпе те паллаштарчĕ Сергей Николаевич.

ЧР Журналистсен Союзĕн ревкомиссин председателĕ В.Зырянов журналистсемпе потребкоопераци ĕçченĕсем тачă çыхăнура пулнине палăртрĕ. Унтан Чăвашпотребсоюз çулсерен журналистсемпе ирттерекен конкурсра чи активлă, пултаруллă журналистсене Хисеп грамотисем пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика