Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрĕ сывлăш варкăшать

14 марта 2012 г.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умĕнче социаллă ыйту пайтах. Вăрмар районĕнчи Чупай ял тăрăхĕн администрацийĕ вĕсене мĕнлерех татса парать-ха? Валерий Андреев пуçлăх каласа парать.

- Ÿсĕм çулĕпе малалла талпăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕ Валерий Петрович. - 2010 çулхи юпа уйăхĕнче администрацие ертсе пыма суйласан ырă улшăнусем тума тĕллев лартрăм. Чупайпа Патти ялĕсен çыннисене савăнтаракан ĕç чылай турăмăр.

Пĕлтĕр вырăнти хыснара 252 пин тенкĕ ытларах пухăннине палăртас килет. Ăна мĕнле майпа пуянлатрăмăр-ха? Чупайри культура çуртĕнчи пысăк пÿлĕме Вăрмарти «Светлана» предприятие тара патăмăр. Уншăн уйăхсерен аренда укçи илетпĕр. Фирма уйрăмĕнче 9 çĕвĕç тăрăшать. Пурте - пирĕн енчисем. Вĕсене ĕçпе тивĕçтерни паха.

- Юпа çинче энергие перекетлекен лампа çакăнса тăнине асăрхарăм. Ытти урамра та çавнашкалли-и?

- Çапла. Пурне те улăштартăмăр. Çакă бюджета 166 пин тенкĕ сахалрах тăкаклама май пачĕ. Кунсăр пуçне урамсенчи 30 электролампăран 54-а çитертĕмĕр. Перекет пысăк. Çавăнпа лампа татах çакатпăр. Çынсем тĕттĕм урамсене çутă пама ыйтаççĕ.

Республика Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн кăçал Чупайри Шкул, Паттинчи Çамрăксен урамĕсене электричество кĕртмелле.

- Демографи лару-тăрăвĕ мĕнле?

- 2011 çулта 15 ача çуралнă, 12-ĕн пурнăçран уйрăлнă - лайăх туртăм куç умĕнче. Кун пекки тахçантанпах пулман. Ял-йыш чĕрĕлĕх сывлăшĕ варкăшасса, аталану вăй илессе шанать. Пĕлтĕр патшалăх пурăнмалли вырăна лайăхлатма Венера Сергеева тата Марина Иванова çемйисене социаллă пулăшу кÿнĕ. Çынсем пай çĕрĕпе тухăçлă усă кураççĕ. Ялсенче предприниматель йышлă, фермерсем пур, килти хуçалăхсен тÿпи пысăк. Сăмахран, 76 çемье пай лаптăкне уйăрса кăларнă. Вĕсемпе усă курма тĕллев лартманнисен çĕрĕ 100 гектара яхăн. Ку йышра - çитмĕл çултан иртнисем, хулара пурăнакансем.

- Ялсем патне автоçул çитерни лайăх. Анчах урамсенче йĕпе-сапара пылчăк çăрăлать. Сирĕн мĕнле?

- Пытармастăп: пирĕн те - лачака. Майĕпен вĕсене çирĕплететпĕр. Сăмахран, Чупайри Чапаев тата Зарубин урамĕсенче вĕтĕ чул сартăмăр. Ĕçе малалла тăсатпăр. Хытă сийлĕ çул хывма вырăнти хыснаран укçа нумай уйăраймастпăр. Çавăнпа республика бюджетĕнчен нухрат куçарса пулăшасса шанатпăр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика