Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

11 марта 2012 г.

Чупайсем юрра-ташша хавас

03.03.2012
В.ФИЛИППОВА, художествăлла пултарулăх ертÿçи.

Ах, хитре-çке пулчĕ каçĕ,

Кĕмĕл тĕслĕ çăлтăрсем.

Акăш пек хитре ташларĕç

Чупай ялĕнчи хĕрсем.

Çак сăмахсемпе пуçлас терĕм нумаях пулмасть иртнĕ Чупай ялĕнчи информаципе культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕн отчет-смотрĕ пирки. Концерт программи тулли те пуян пулнипе тыткăнларĕ. Çутă та ăшă залра пухăннă халăх самантлăха çĕр-пин юрă, çĕр-пин ташă тĕнчине лекрĕ тейĕн.

Куракана артистсем илемлĕ чăваш, вырăс халăх ташшисемпе, хÿхĕмлĕ вальспа, шÿтлĕ тата «Валенки» ташăсемпе тыткăнларĕç. Кашни ташă валли ятарласа тумсем хатĕрленĕ.

Культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен «Завалинка» ушкăнĕ шăрантарнă «Пурнăç юрри» тата «Уй-хир çийĕн шур шурăмпуç» композицие халăх пĕр сас-чÿ кăлармасăр тăнларĕ. Çамрăксем те парăмра юлас темерĕç. Акă Вика Никоноровăпа Катя Павлова «Пукане» тата «Хура куçусем» юрăсемпе савăнтарчĕç. Сцена çине чăн-чăн пуканесем тухса тăчĕç. Уçă та янравлă саслă хĕрсем сцена валлиех çуралнă тейĕн.

Патти ялĕнчен, вырăнти культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен ушкăнĕ «Пурнăç урапи», «Тух-ха урама, савни», «Ивушки» юрăсемпе килнĕ.

Семеновсен çемйине Ылтăн туй ячĕпе саламласа хатĕрленĕ номерне вара нимĕн те çитеймĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи ачасен юрăпа ташă ансамблĕ «Золотая свадьба» юрăпа залра ларакан ашшĕ-амăшĕсене чĕререн савăнтарчĕ.

А.Васильев репертуарĕнчи «Тăван ял» юрра В.Иванов шăрантарса ярсан вара халăх ку Шупашкартан ятарласа килнĕ артист пулĕ тесе пăшăлтатрĕ.

Концертра Л.Цыфаркинăпа Л.Егорова йĕркеленĕ «Айтăр вăййа тухар-и;» фольклор ушкăнĕ вĕçлерĕ. Уявлă каçа В.Леонтьевăпа Р.Петрова çÿллĕ шайра ертсе пычĕç.

Куракансем тăвăллăн алă çупнă сасă таврана ян! кайрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика