Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Андриян сăнарĕ паянхи кун та асăмра

26 апреля 2011 г.

Кашни çыннăн хăйĕн шăпи, хăйĕн кун-çулĕ. Пĕрисем ял хуçалăх ĕçне кăмăллаççĕ, теприсем ачасене пахалăхлă пĕлÿ парассишĕн тăрăшаççĕ, виççĕмĕшсем инженер пулас тесе ĕмĕтленеççĕ. Вĕсен йышĕнче тĕнче уçлăхне парăнтарас текенсем те пур. Анчах çак ĕмĕте пурнăçлама нумай вĕренмелле тата пур енчен те пултаруллă çын пулмалла. Шăпах вĕсенчен пĕри Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Николаевич Николаев пирки манăн сăмахăм.

Вăл 1934 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă. Ашшĕ чукун çул çинче, амăшĕ тăван колхозра вăй хунă. Вĕсем хутла лайăхах пĕлменрен ачисене вĕрентес тесе тăрăшнă.

1941 çулта Николай ялти шкулта вĕренме тытăнать. Лайăх вĕренет вăл, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те хисеплеççĕ ăна. 1948 çулта ялти çичĕ класлă шкула «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе пĕтерет. Çав çулах Тутар Республикине кĕрекен Юдино районĕнчи Васильево поселокри вăрман хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ пухма тытăнать. Кунта та питĕ тăрăшса вĕренет пултаруллă каччă. Çавăнпа та техникума лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе пĕтерет. 1952 çулта Н.Николаев Киров облаçĕнчи Опарински районне кĕрекен Маромицски вăрман хуçалăхĕнче чукун çул мастерĕ пулса ĕçлеме тытăнать.

1953 çулта Киров облаçĕнчи Опарински çар комиссариачĕ хушăвĕпе çар ретне тăрать, унтан ăна направленипе Иркутскри çар авиацийĕн техника училищине пĕлÿ пухма яраççĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытать пултаруллă çамрăк, курсант пулса тăрать. 1956 çулта асăннă училищĕне «5» паллăсемпе вĕренсе пĕтерет, техник-механик квалификацине илет. Çакăнтах техник-лейтенант звание тивĕçет. Унтан Мускав облаçĕнчи Алферьево поселокĕнчи 30125 номерлĕ çар чаçĕнче авиаци техникĕ пулса службăра тăнă. Вĕсем МИГ-17 самолетсене пăхса тăнă.

1959 çулта Смоленск хулинчи 54819 номерлĕ çар чаçĕнче служба тивĕçне пурнăçлать. Çакăнта вăл пĕрремĕш хут пулас летчик-космонавта, пирĕн ентеше Андриян Григорьевич Николаева тĕл пулать.

«Тăван çĕршывран аякра пулнă чухне хамăр ентеше курсан ăна чи çывăх тăван пек йышăнатăн. Андриян Григорьевича курсан та çаплах пулчĕ. Вăл эпĕ пăхса, тĕрĕслесе тăракан самолетпа вĕçетчĕ. Пĕрмаях иксĕмĕр дежурствăра пĕрле пулаттăмăр. Пĕррехинче ăна Мускава чĕнсе илчĕç, А.Николаев чаçре чылай вăхăт хушши пулмарĕ. Чаçе килсен вара хăйне тĕнче уçлăхне вĕçме хатĕрленме урăх çĕре куçарасси пирки пĕлтерчĕ», - тет Николай Николаевич иртнине аса илнĕ май. 1961 çул пуçламăшĕнче Н.Николаев Н.Е.Жуковский ячĕпе хисепленекен Сывлăш çар академине вĕренме кĕресси çинчен командира рапорт çырса панă. Экзаменсене ăнăçлă тытса вăл асăннă вĕренÿ заведение пĕлÿ пухма кĕрет. Çав çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче академине вĕренме кĕнисене Петровски керменне пухнă. Вĕсене саламлама Ю.Гагарин, Г.Титов, А.Николаев килнĕ. Çавăнтанпа вĕсен çыхăнăвĕ татах та çирĕпленсе пынă. Вăл вара чылай çулсем тăсăлнă.

Диплом проекчĕн руководителĕ В.Болховитинов авиаконструктор пулнă. Вăл ăна вĕреннĕ вăхăтра чылай пулăшса пынă. Академинче вĕреннĕ чухне кашни çулах майăн 9-мĕшĕнче Хĕрлĕ площдьре иртнĕ парада хутшăннă. «1965 çулхи майăн 9-мĕшĕнче иртнĕ парад маншăн уйрăмах асăмра юлчĕ. Кунта парти тата правительство членĕсен Л.Брежневăн, Н.Хрущевăн, Д.Устиновăн, А.Гречкон, çавăн пекех Куба çĕршывĕн пуçлăхĕн Фидель Кастрон саламлă сăмахĕсене итлеме май килчĕ», - терĕ калаçăвне малалла тăсса.

1966 çулта Н.Е.Жуковский ячĕпе хисепленекен академине вĕренсе пĕтерсе инженер-механик квалификацине алла илет, инженер-капитан ята тивĕçет.

Унтан Н.Николаев Новгород облаçĕнчи Старая Русса хулинчи авиаци техникине юсакан заводра самолет тăвакансен цехĕнче начальникĕн заместителĕ пулса ĕçлеме тытăнать. 1968 çулта асăннă цехăн начальникĕ пулса тăрать. Цехра вăй хуракансем АН-8, АН-12 самолетсене юсассипе ĕçленĕ. Ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçланăшăн инженер-майор звание тивĕçет. 1973 çулта заводăн тĕп технологĕ - техника пайĕн начальникĕнче вăй хума тытăнать. 1975 çулта подполковник звание тивĕçет.

1977 çулта тĕп инженер - начальник заместителĕ пулса тăрăшать. Сывлăш çар командованийĕ ИЛ-76 самолета тата Д-30 КП двигателе капиталлă юсав тăвассипе завод умне тĕллев лартнă. Çавăн пекех заводра корпуссене реконструкцилессипе, çĕнĕ оборудовани туянассипе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессипе те курăмлă ĕçсем тунă.

1981 çулта Н.Николаева Эфиопи çĕршывне АН-12 самолетсене юсама командировкăна янă. Задание вăл вăхăтра пурнăçлать.

Старая Русса хулинчи авиаци техникине юсакан заводра Николай Николаевич 29 çула яхăн тăрăшса вăй хурать. Ĕçне кура - хисепĕ. Пархатарлă ĕçшĕн Н.Николаева «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», «Çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн» тата ытти юбилей медалĕсене тивĕçет. «СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕ» хисеплĕ ят панă.

Мăшăрĕпе Лилия Александровна Николаевăпа икĕ ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Ывăлĕ, Николаев Николай Николаевич, ашшĕ çулне суйласа илнĕ, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче 22 çул службăра пулнă. Эппин Чупайсен пултаруллă Н.Николаев çар çыннипе чăннипех те мухтанмалăх пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика