Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçланă ĕçе тишкерсе, малашлăха палăртса

25 марта 2011 г.

 

 

 

Кашни çулах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнти халăхпа тĕл пулса пурнăçланă ĕçсене тишкерсе малашлăх тĕллевĕсене палăртаççĕ. Акă нумаях пулмасть Чупайĕнчи Культура çуртĕнче пуху иртрĕ. Унта Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев вырăнти администрацин 2010 çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ, 2011 çулхи ялăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Пухăва райадминистрацин организаципе контроль пайĕн начальникĕ Н.Павлов, райадминистрацин пай начальникĕсем А.Тихонов, Н.Краснова, А.Чернов, райадминистрацин тĕп бухгалтерĕ А.Енькова, ача-пăчасен Вăрмарти ÿнер шкулĕн директорĕ Е.Ефимов хутшăнчĕç.

Валерий Петрович палăртнă тăрăх, иртнĕ çул вырăнти администраци курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ. Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программăна пурнăçласа Чупай ялĕнчи пĕвесене пĕвеленĕ, Патти ялĕнчи çăл куçсене тасатнă, вырăнти халăх вăйĕпе Мир, Зарубин урамĕсене тата Чапаев урамне каякан çулсене вак чул сарнă. Çакна палăртмалла: 2010 çулхи июнь уйăхĕнче асăннă ял тăрăхĕ «Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указа пурнăçласа ирттернĕ конкурса хутшăннă. Чупай ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕпе ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула, ача садне, Культура вучахне, фельдшерпа акушер пунктне юсаса çĕнетнĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинчи çĕнĕ урамсене (ялсене) васкавлăн электрификацилесси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн Чупайĕнчи Школьная, Патти ялĕнчи Молодежная урамсене электрификациленĕ.

В.Андреев çавăн пекех çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарассипе вырăнти халăхăн активлăрах ĕçлемеллине каларĕ. Вырăнти халăхран та ыйтусем пулчĕç. Вĕсене çуллахи вăхăтра кĕтÿ кĕтмелли вырăн çукраххи, выльăх-чĕрлĕх урамсенче ан çÿретĕр тесе кĕтÿç кирли пăшăрхантарчĕ. Асăннă ыйтусене пĕтĕмпех татса пама шантарчĕ вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Райадминистрацин организаципе контроль пайĕн начальникĕ Н.Павлов иртнĕ çул Чупай ял тăрăхĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттернине палăртрĕ. «Ялăн социаллă экономикине аталантарас ĕçре чылай çул ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче вăй хунă Е.Вавилован тÿпи те пур. Малашлăхра та Чупай ял тăрăхĕ аталанса пырасса шанас килет», - терĕ Н.Павлов.

Унтан Чупайĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕн смотр-отчечĕ пулчĕ. Куракансене аслă ăрури «Завалинка», вĕрентекенсенчен йĕркеленĕ ушкăнсен, Е.Павлован, Л.Долгован юррисем тыткăна илчĕç, В.Ивановăн сăввисем кăмăла кайрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика