Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăварнине ăсатса, пурне те ыррине сунса

11 марта 2011 г.

 Чупай ял тăрăхĕн администрацийĕ тата Культура çурчĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ Çăварни уявне халăх йышлă пухăнчĕ. Вăл чи малтанах театрализациленĕ представленирен пуçланчĕ. Юрă-ташăпа, тĕрлĕ вăйăсемпе, шÿтсемпе иртрĕ вăл. Çамрăк ăрушăн чи интересли вара капăрлатнă лашасемпе ял тăрăх катаччи чупни пулчĕ. Шăпăрлансем вара пăр тăвайккинчен ушкăнăн-ушкăнăн ярăнчĕç. Вĕри икерчипе техĕмлĕ чейсĕр епле çăварни ирттĕр-ха; Ăна хатĕрлекенĕсем Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул поварĕсем пулчĕç. Ачасем, çамрăксем, аслă ăрурисем те чылайччен савăнчĕç уявра. Ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем валли йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ. Хĕлпе сыв пуллашнă май катемпине çунтарчĕç, çуркуннене хаваслă юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Уяв илемне кÿрекенсем чăваш эстрадин çамрăк артисчĕсем пулчĕç. Культура çуртĕнче «Çĕнĕ ятсем» эстрада концерчĕ иртрĕ. Çамрăк юрăçсем хăйсен илемлĕ те янăравлă сассисемпе ял халăхне чылайччен савăнтарчĕç, савăнăç парнелерĕç. Уява ирттерме вара С.Павлов, О.Ильин, О.Венедиктов, М.Матвеев, А.Димитриев, В.Кириллова спонсор пулса пулăшрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика