Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чупай ял тăрăхĕнче

18 января 2011 г.

 

 
.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, культура учрежденийĕсен руководителĕсен, районти хĕрарăмсен Канашĕн членĕсен 2011 çулхи пĕрремĕш тĕл пулăвĕ Чупайĕнчи семинар-канашлуран пуçланчĕ.

2010 çулта «Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилотлă проекта пурнăçласси çинчен» Указа пурнăçласа ирттернĕ конкурсра асăннă ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕпе кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, ача садĕнче 2 миллион та 692 пин тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем тунă. 1 миллион та 600 пин тенкĕ ялти культура вучахне çĕнетес тĕллевпе тăкакланă. Культура çурчĕн çивиттине çĕнĕрен витнĕ, чÿрече рамисене улăштарнă, сăрланă, шалта хăтлăх кĕртессипе нумай тăрăшнă. Шăпах çак çуртра пуçтарăнчĕç хăнасем. Чи малтанах вĕсем «Ăста алăсем», «Раштавран Кăшарни таран» куравсемпе паллашрĕç. Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев, кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Цыфаркина хăнасене хăйне евĕрлĕ кĕтсе илчĕç, çăкăр-тăварпа сăйларĕç. Шкул ачисем, вĕрентекенсем хăйсем те чăвашсен мĕн авалхи «Сурхури» уявне кăтартуллă представлени пек лартса пачĕç. Сурхури уявĕнче Çĕнĕ çулта тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх ăнса пултăр тесе тĕрлĕрен йăла-йĕрке ирттереççĕ. Кил хуçисем ачасене килĕсене чĕнсе кĕртеççĕ, пăрçа, мăйăр, пылак çимĕçсем параççĕ. Юрă-ташă, юмăç яни тĕп вырăнта пулса тăрать.

Чупайĕнчи библиотека заведующийĕ В.Леонтьева «Пирĕн пĕчĕк тăван çĕршыв» электронлă презентаципе паллаштарчĕ. Чупай ял тăрăхĕ икĕ яла пĕрлештерет (Чупай, Патти). Чупайĕнчи чи çамрăк çын - декабрĕн 17-мĕшĕнче çуралнă Арсен. Тепĕр паллă пулăм - çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Хусанта пысăк предприятие ертсе пыракан Владимир Караваев пулăшнипе 2004 çулта çĕнĕ чиркÿ хăпартса лартма пултарни.

Райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин чи малтанах пурне те тепĕр хут Çĕнĕ çул уявĕсемпе саламларĕ. Сурхури уявне сцена çинче кăтартса панине ырларĕ, ăна ял хуçалăх кăтартăвĕсемпе, çитĕнÿсемпе йывăрлăхсемпе те çыхăнтарчĕ. Чи малтанах пушă выртакан çĕрсемпе усă курасси, çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарса пĕтересси, выльăх-чĕрлĕх шутне чакармалла марри пирки каларĕ. Çавăн пекех Константин Владимирович социаллă ыйтусемпе çыхăннă йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Паянхи куна ача садне кайма черетре районта 426 ача тăрать. Çавна май Вăрмар поселокĕнче 140 ача вырнаçмалăх çĕнĕ ача сачĕ тăвас ĕçĕн пуçламăш тапхăрĕ пуçланнă - проектпа смета документацийĕсене хатĕрлес ĕç пырать. Паллах, район хăйĕн укçипе çеç ача сачĕн çуртне хăпартаймĕ, çавăнпа 2011 çулта республика программине кĕрсе юлма тăрăшмалли çинчен каларĕ Константин Владимирович. Çавăн пекех Пинерте те çĕнĕ шкул çуртне тума пуçласшăн.

Семинара хутшăннисем пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, ялти Казански Турă Амăшĕн Турăшĕн чиркĕвĕнче пулчĕç. Çакăн евĕр семинар-канашлусем ырă йăлана кĕреççĕ.


Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика