Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура вучахне çĕнетрĕç

07 сентября 2010 г.

Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕнче культура сферине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çавна май хальхи вăхăтра культура вучахĕсене çĕнетес ĕç пырать.

Районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче малтисен ретĕнче пырасси чи малтанах, ĕçлесе пурăнмалли майлă условисем тунинчен, халăх пурнăçĕн пахалăхне тата ăс-хакăл çутлăхне ÿстернинчен килет. Уйрăмах ялсен инфраструктурине çĕнетсе пыни çамрăк ăрăва вырăнта тĕпленсе пурăнма майсем туса парать.

«Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указа пурнăçласа ЧР Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министерстви конкурс ирттернĕ. Асăннă конкурсра Чупай ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕпе ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, ача садĕнче 2 миллион та 692 пин тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем тунă. Унсăр пуçне ялти Культура вучахне çĕнетес ĕç пырать. Хальхи вăхăтра кунта 428 пин те 800 тенкĕлĕх ĕç тунă. Культура вучахĕн çивиттине çĕнĕрен витнĕ. Ăна пурнăçлаканĕ - «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи. Унсăр пуçне вырăнти бюджет укçи-тенкипе чÿрече рамисене улăштарнă, сăрланă. Культура çурчĕ тавра тирпей-илем, хăтлăх кĕртнĕ. Çитес вăхăтра кунта шалти ĕçсене тума палăртаççĕ. Пысăк залăн маччине улăштармалла, стенисене штукатурка ĕçĕсем тумалла, сăрламалла.

Культура çурчĕ - ял сăн-сăпачĕ. Вăл кунта пурăнакан халăха хăй патне туртакан пултăр тесе тăрăшать вырăнти администраци.

Культура çуртĕнче тĕслĕх библиотека вырнаçнă. Унта çамрăксем те, аслă ăрурисем те хаваспах çÿреççĕ. Библиотекăн кĕнеке фончĕ пуян. Вăл 9872 экземплярпа танлашать. Тĕрлĕ хыпарпа паллашмашкăн республика, район хаçачĕсем, журналсем чылай. Çавăн пекех интернетпа çыхăну тытма та май пур. Тĕслĕх библиоткăн заведующийĕ В. Леонтьева йĕркеленипе библиотека çумĕнче «Завалинка» хĕрарăмсен клубĕ ĕçлет.

Кашни уйăхрах кунта аслă классемпе информаци сехечĕсем, литературăлла презентацисем йĕркелеççĕ. Библиотекăра кĕнекесен выставкисене çĕнетсех тăраççĕ. Унпа пĕрлех ял халăхĕн кĕнеке вуласлăхĕ те ÿсет. Кăçалхи 8 уйăхра унчченхи çулпа танлаштарсан çамрăк ăру кĕнеке тĕнчипе ытларах паллашнă.

Çакна палăртмалла: Культура вучахне çĕнетнипе пĕрлех ялти фельдшерпа акушер пунктне юсас ĕçе те пуçăннă. Вăл та çитес вăхăтра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчен кая пулмалла мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика