08 сентября 2010 г.
ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указне пурнăçласа вĕренÿ, культура, медицина учрежденийĕсене юсаççĕ. Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçапа вырăнта мĕнлерех усă кураççĕ-ха? Вăрмар районĕнчи
Чупай ял администрацийĕн пуçлăхĕ
Е.И. Вавилова каласа парать.
- Малтан Чупайпа Паттине газификациленĕ тапхăра аса илеймĕр-и?
- Ку ĕçе 1995 çулта пуçланă, - терĕ Елена Ильинична. - Питтине «кăвак çулăм» 2 çултан çитрĕ. «Дружба» колхоз ертÿçи улшăнса тăнă тата укçа çитменрен Чупайра 2001 çулта кăна пăрăх хыврăмăр. Олег Ильин, Светлана Васильева килне газ чи малтан кĕртнĕ. Çулталăкран унпа Чупайпа Паттири пур çурта та ăшăтнă.
- Патшалăхран тÿлев илейрĕç-и?
- Тăкакăн 70 процентне саплаштарма чылай çемьене тавăрса памалла мар субсиди панă. Ял тăрăхĕнче 506 çурт. Ялта пурăнакансем кăна мар, дачниксем те газлă.
- Çул тăвассипе ĕçлетĕр-и?
- Чупай - Патти çула 3 çухрăм хытартăмăр. Çынсем кăмăллă: йĕпе-сапара пылчăк çăрмаççĕ. Ял хушшинчи çула вĕт чулпа Чупайра 2008-2009 çулсенче - 2400, Паттире кăçал 435 метр çирĕплетрĕмĕр. Чупайри Маркс урамĕнче 500 метр çул турăмăр.
- Чупай çумĕнчех - «Хусан-Канаш» чукун çул. Пуйăса кĕтсе илме пассажирсем валли ятарлă вырăн пур-и?
- Ăна тимĕр-бетонран тутарас ыйтупа Чулхула чукун çулĕн предприятине, унăн Хусанти филиалне темиçе те çитрĕмĕр. Ыйтăва тивĕçтерчĕç: платформа туса пачĕç. Малтан вакуна хăпарма-анма кансĕрччĕ. Халĕ меллĕ.
- «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указпа килĕшÿллĕн ЧР Строительство тата Ял хуçалăх министерствисем ирттернĕ конкурса Чупай ял тăрăхĕ те хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.
- Комиссире пăхса тухма документ чылай хатĕрлерĕмĕр. Тăрăшни сая каймарĕ. Указа пурнăçлама пире 7 миллион тенкĕ уйăрса пачĕç. Пĕр пайĕпе «Хĕвелпи» ача садне тĕпрен юсарăмăр. Вăл куллен 55 ачана йышăнать. Шкул кивĕччĕ - çĕнетрĕмĕр. Клубра реконструкци туса ирттеретпĕр. Тăррине çĕнĕрен виттертĕмĕр. Кунта 1,4 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçлатпăр. Ăна 2011 çулччен хута ямалла. Фельдшер-акушер пунктне те илемлететпĕр.
- Пĕвесене тасатма май килчĕ-и?
- Чупайри 2 пĕверен юшкăн кăлартăмăр. Виççĕмĕшне пĕвелерĕмĕр. Çакна калас килет: кăçал Чупайри тата Паттири çĕнĕ урамсене электричество кĕртетпĕр.
- Масар çинче тирпейсĕрлĕх хуçаланмасть-и?
- Йĕри-тавра тимĕр-бетон юпа лартса карта тытрăмăр. Ăна тирпейлесех тăратпăр.
- Çынсем общество ĕçне хутшăнаççĕ-и?
- Вĕсене явăçтармасăр нумай ыйтăва татса параймастăн. Кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма тăрăшатăп. Çакă чылай чухне пулăшать. Пирĕн тĕллев - Чупайпа Паттине ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси. Çавăнпа ÿлĕм те пĕрле пуласса шанатăп
Источник: "Хыпар"