Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Л.Цыфаркина - «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен - 2010» конкурс çĕнтерÿçи

06 апреля 2010 г.

 

 
Присоединенное изображение
Оригинал изображения

Вĕрентекен ĕçĕ сумлă та парахатарлă ĕç. Вĕсем çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парассинче пысăк тÿпе хываççĕ. Пултаруллă та талантлă учительсем ăс панипех ĕнтĕ шкулсенче вĕренекенсем районта, республикăра, Раççей шайĕнче ирттерекен олимпиадăсемпе конкурссенчен çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе пĕрлех учительсенчен чылайăшĕ хăйсен профессиллĕ ăсталăхне ÿстерессипе те курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Районта çулсерен иртекен «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен» конкурса активлă хутшăнни вара вĕсен пултарулăх шайне ÿстерет, тавра курăма анлăлатать. Акă ку хутĕнче те асăннă конкурса районти шкулсенчен 17 вĕрентекен хутшăнма кăмăл турĕ. Çакна палăртмалла: пурте вĕсем хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстасем.

«Ĕçне кура - хисепĕ. Кашни çулах пултаруллă вĕрентекенсен ĕçне хаклатпăр. Вĕсен ÿсĕмĕсемпе çитĕнĕвĕсемшĕн эпир савăнатпăр. Шкул ачисене пахалăхлă пĕлÿ парассишĕн учительсем сахал мар вăй хураççĕ. Вĕсем тăрăшнипех ĕнтĕ ачасем çитĕнÿсем тăваççĕ. Акă нумаях пулмасть республикăра иртнĕ интеллектуаллă конкурсра Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулти 4 в класра вĕренекенсем виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çакăн пек ÿсĕмсем туни вĕрентекенсен пултарулăхĕнчен, анлă тавра курăмĕнчен чылай килет», - терĕ Вăрмар район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов уява уçнă май.

«Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен - 2010» конкурс районти Культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Унта районти шкулсенче талантлă та маттур вĕрентекенсем пурĕ 17 хутшăнчĕç. Вĕсенчен саккăрăшĕ лауреат ятне тивĕçрĕç. Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Е.Николаева, Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен А.Викторов, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Цыфаркина, Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта информатика предметне вĕрентекен И.Николаева, Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Авакова, Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Т.Максимова, Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта истори предметне вĕрентекен Н.Тимофеев, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен О.Ларионова, Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен В.Никифорова финала тухрĕç. Çакна палăртмалла: конкурс хăйне евĕрлĕ, интереслĕ те çивĕч иртрĕ. Финала тухнă кашни вĕрентекен ĕçри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма, професси ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартма тăрăшрĕ. Вĕрентекенсен пултарулăхне хаклама жюри членĕсене пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Вĕсем пĕрле канашланă хыççăн пĕр сасăллă пулса «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен - 2010» конкурс çĕнтерÿçи Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература предметне вĕрентекен Л.Цыфаркина пулнине палăртрĕç.


Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика