Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕре юратакан ĕçрен хăраман

12 августа 2020 г.

Тăван çĕре юратакан ĕçрен хăраман

Ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çулла та, хĕлле те канăç çук, август уйăхĕнче вара уйрăмах хĕрÿ тапхăр пуçланать. Мĕн акнине-лартнине кĕске вăхăтра тата çухатусемсĕр пуçтарса илмелле.

Хĕвеллĕ типĕ çанталăкра вĕçсĕр-хĕрсĕр уй-хирсенче унта та кунта хир карапĕсем — комбайнсем мăнаçлăн кĕрлеççĕ. Пиçсе çитнĕ тыр-пул вăштăр-вăштăр çил çинче сарă тинĕс евĕр хумханать. Комбайн жатки çаврăнать, бункерĕ тулса пырать. Юнашарах йывăр тиевлĕ автомашина кĕтсех тăрать, комбайн çумне, шнек айне пырса ларать, акă вара кузовĕ çине чăшăл-чăшăл туса тырă тăкăнать. Автомашина тулли кузовне пушатма каять...

Кĕлкеш ял тăрăхĕнчи çĕрсем çинче ĕçлекен «Ванюков В.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче те лăпкăлăх çинчен маннă. Хуçалăх пуçлăхĕпе тĕл пулса калаçас тĕл­левпе эпир ир-ирех Кĕлкеш ял тăрăхне çул тытрăмăр, Владимир Николаевича складсемпе автотехника паркĕ вырнаçнă территоринче куртăмăр. «Кĕрхи тулăна 25 гектар çинче акса хăварнă эпир, ăна пухса илтĕмĕр ĕнтĕ темелле, пĕр пĕчĕк лаптăк кăна юлчĕ. Çавна вĕçлесе пăрахасшăн-ха», — терĕ вăл комбайн çине ларнă май. «Нива» комбайнне вырăнтан тапратса паркран тухса кайрĕ, хирелле çул тытрĕ. Эпир те унран юлмарăмăр.

Кăн-кăвак тÿпере кăтра шурă пĕлĕтсем ишеççĕ, хĕвелĕ çутă шевлисене таврана шеллемесĕр сапалать, симĕс тĕслĕ комбайн хăйĕн ĕçне пурнăçлама васкать. Çулăн икĕ енĕпе тыр-пул çитĕнет. Акă сĕлĕ ани, акă — çурхи тулă ани. Нумай та вăхăт иртмерĕ, палăртнă тĕле çитрĕмĕр. Владимир Николаевич комбайнне кирлĕ пек çавăрса лартрĕ те сăмахне малалла тăс­рĕ. «Тырă вăрлăхне эпир юнашарти Тутар Республикинче туянатпăр. Сĕлĕ, «Скакун» сортлăскер, симĕс­рех-ха, çанталăкĕ парсан тепĕр темиçе кунтан ăна вырма тухасшăн. Вăл 20 гектар çинче çитĕнет, анчах та çумăрлă кунсем пуçланас пек калаçаççĕ, — пăшăрханчĕ хуçалăх пуçлăхĕ. — Çурхи тулă кăçал «Йолдыз» сортлине акса хăварнă, 150 гектар уйăрнă ун валли. Унсăр пуçне 120 гектар çинче «Эльф» сортлă урпа та пур».

Складсем тырăпа тулнă хыççăн ыттине районти тырă йышăнакан пункта вырнаçтарма палăртнине пĕлтерчĕ вăл. «Кĕрхи çĕртмене те хатĕрленетĕр пуль-ха?» — тесе ыйтсан çапла хуравларĕ: «Кăçал кĕрхи тулăна 40 гектар çинче акса хă­варасшăн, хатĕр çĕрсем пур».

Владимир Николаевичпа ял хуçалăх ыйтăвĕсем тавра калаçнă май тÿрех курăнать — хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, ăна яваплăн пурнăçлакан, тăван çĕре юратакан çын вăл. Çĕр ĕçĕнче çĕнĕ çын пулманран унăн вăрттăнлăхĕсене туллин пĕлсе çитнĕ. Хăйне хăй шанать, çирĕп кăмăл-туйăмпа уйрăлса тăрать. Ĕççи вăхăтĕнче кашни минут хаклă пулнине манмасăр нумай тытса тăмарăмăр Владимир Николаевича, палăртнă ĕçсене ăнăçлă вĕçлеме сунса сывпуллашрăмăр.

И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика