Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе чунтан парăннисене чысларĕç

12 апреля 2017 г.

Ĕçе чунтан парăннисене чысларĕç

Апрелĕн 6-мĕшĕнче Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти акт залĕнче «Чĕреме ачасене паратăп» /«Сердце отдаю детям»/ тата «Чи лайăх класс руководителĕ» ?«Самый классный классный»/ районти профессилле ăсталăх конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕç. Икĕ конкурсра районти 26 вĕрентекен хутшăнчĕ: 11 вĕрентекен «Чĕреме ачасене паратăп» тата 15 вĕрентекен «Самый классный классный» конкурссене хутшăнса хăйсен педагогика ăсталăхне кăтартрĕç. 

Чи малтанах сцена çине В.Антонов ертсе пыракан параппан çапакан хĕрсен ушкăнĕ тухрĕ. Вĕсем илемлĕ кĕвĕ çеммипе хăйсен ташшипе савăнтарчĕç. Ун хыççăн С.Васильева ертсе пыракан «Веселый каблучок» ушкăн чăваш ташшипе тыткăнларĕ. Çавăн пекех В.Антонов ертсе пыракан «Лошкари» ушкăнри чăваш тумĕсем тăхăннă арçын ачасемпе хĕрачасем те илĕртÿллĕ пулчĕç.
Саламлă сăмахпа райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов тухса калаçрĕ. Класс ертÿçи вăл шкулта ачасемшĕн чи çывăх çын, çитĕнекен ăрăва вĕрентессинчен те маларах тивĕçлĕ воспитани паракан. Класс руководителĕсем ачасене гражданла патриотизмла воспитани парассине пĕрремĕш вырăна хураççĕ. Иккĕмĕш вырăна - ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парас ыйтусене. 
Класс руководителĕсем уçă занятисем, тĕрлĕ мероприятисем, презентацисем ирттерчĕç. Конкурса хутшăнакансем чăннипех те професси енĕпе пултаруллă пулнине пурне те çирĕплетсе пачĕç. 
Районти «Чĕреме ачасене паратăп» конкурсăн кăçалхи çĕнтерÿçи Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕрентекен Клавдия Анатольевна Николаева пулчĕ. 
"Чĕреме ачасене паратăп" конкурсра вĕрентекенсем "Манăн педагогикăри тĕп тĕллев" презентаци хатĕрленĕ, "Вĕрентÿри манăн программа" вĕрентÿ программине хÿтĕленĕ, "Вĕрентÿ программине - кÿртĕм" ятпа уçă заняти ирттернĕ пулнă.
«Самый классный классный» конкурсăн çĕнтерÿçи вара Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕрентекен Марина Витальевна Данилова пулчĕ. 
Конкурссене хутшăннă вĕрентекенсене пурне те тĕрлĕ номинацисенче чысларĕç. Педагогика ĕçченĕсем сцена çинче тăракан ĕçтешĕсене чечек çыххисемпе саламларĕç.

Первоисточник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика