Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхе ан çухат!

06 февраля 2016 г.

Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствинче «Киберпреступления и телефонные мошенничества» темăпа пресс-конференци иртрĕ. Унта массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе уголовлă шырав управленийĕн тата «К» пайĕн, «Сбербанк» ПАО республикăри уйрăмĕн пуçлăхĕсем тĕл пулчĕç.

Уголовлă шырав управленийĕн начальникĕн заместителĕ Е.Андреев пухăннисене республика территорийĕнче пулса иртекен ултавлă ĕçсем пирки пĕлтерчĕ. 2015 çулта Чăваш Республикин территорийĕнче 1160 ултавлă ĕç пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсенчен 308 уголовлă ĕçне вĕçленĕ, 612 чарса лартнă. Республикăри хуласенче тата вĕсен çумĕсенчи территорисенче 1058 ултавлă ĕç тунине тупса палăртнă, ял тăрăхĕсенче — 102. Ултавçăсенчен ытларахăшĕ Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче, Улатăр, Шупашкар районĕсенче пурăнакансем шар курнă. Иртнĕ çул пирĕн республикăра укçа тытмалли карттăсем, банкри счетсем çинчен электронлă майпа е телефонпа шăнкăравласа кирлĕ информацие ыйтса пĕлнипе укçа вăрланин тĕслĕхĕсем ÿснĕ. Юлашки çулсенче тата интернетра сутас е туянас пĕлтерÿсем нумайланчĕç. Акă, тĕслĕхрен, халăх Авито сайтпа час-часах усă курать. Шел пулин те, кунта та ултавçăсем пуймалли тĕрлĕ меслет шыраса тупнă. Пĕр-пĕр пĕлтерÿ лартнă çынна телефонпа шăнкăравласа сутакан япалана туянма, укçан çур суммине банк картти çине куçарма калаçса татăлаççĕ. Çавăн пек ултавçăсем çыннăн банк карттин номерне те вăлтса пĕлеççĕ, тимлĕхе çухатнă граждансем банк ярса паракан 5 цифрăллă кода та вĕсене каласа параççĕ, кайран укçасăр тăрса юлаççĕ. Çакăн пек лару-тăру сиксе тухасран килекен СМСри цифрăсене никама та пĕлтерме юраманнине манмалла мар.

Ултавсен тĕп тĕсĕсем пирки Чăваш Республикин шалти ĕçсен полицин аслă лейтенанчĕ А.Яблоков каласа пачĕ. Андрей Александрович пĕлтернĕ тăрăх, час-часах республикăра пурăнакансем «социаллă» ултавçăсенчен (социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем, пăснине сирекенсем е ăпăр-тапăр сутакансем тесе суякансем), телефонпа е интернетпа усă курса пурлăха вăрлакансенчен шар кураççĕ.

Банк карттисенчен укçа-тенкĕ вăрлани пирки ЧР ШĔМĕн «К» уйрăмăн начальникĕ, полици подполковникĕ А.Смирнов тĕплĕнрех каласа пачĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çынсен банк карттисенчен укçа-тенкĕ вăрлани 49 факт тупса палăртнă. Вĕсенчен çиччĕшне палламан номерсенчен янă СМС-çырусене граждансем уçса, телефон çине куçнă сиен кÿрекен программăсемпе усă курса пурнăçланă.

Банк карттисемпе тĕрĕс, хăрушлăхсăр усă курасси тата мошенниксене хирĕç еплерех кĕрешесси пирки вара «Перекет банкĕ» ПАОн Чăваш Республикинчи тÿрĕ суту уйрăмĕн начальникĕ Е.Слепенко тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Банк картти - укçа упрама, лавккасенче, кафесенче, интернетра укçасăрах илме май паракан мел. Çавăнпа та унпа усă курнă чухне питĕ тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕç пресс-конференцире тухса калаçнă яваплă çынсем.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика