Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсие индексацилессин çĕнĕ йĕрки вăя кĕнĕ

27 февраля 2016 г.

Страховани пенсийĕсене 2016 çулта индексацилемелли йĕрке çинчен РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева ăнлантарса парать.

- Роза Алексеевна, пенсионерсем февраль уйăхĕнчи тÿлеве илме тытăнчĕç, хушса тÿленине хăшĕсем сисмерĕç те. Мĕнле сăлтава пула çапла пулнине ăнлантарса параймăр-ши?

Сăлтавĕ - тĕрлĕрен. Пĕрремĕшĕнчен: ĕçлемен пенсионерсен, федерацин социаллă хушма тÿлевне тивĕçекенсен, пĕтĕмĕшле тупăшĕ ?пенси укçипе уйăхри ытти тÿлев, çав шутра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тата телефонпа усă курнин компенсацийĕ те кĕрет% 2016 çулта Чăваш Енре ватă çынна пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен - 7391 тенкĕрен иртмен пулсан - унăн сумми улшăнмасан та пултарать. Палăртнă суммăна вĕсем январь, февраль уйăхĕсенче илнĕ. Çак вăхăтрах вĕсен пенсийĕсене 4 процент индексациленĕ пулсан та тупăшĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртмен. Çавăнпа та февральти сумма малтанхи пекех юлнă.

- Пенси виçин улшăнман иккĕмĕш сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă?

Иккĕмĕшĕнчен - пенсионерсене ятран пулăшни. Ÿсĕмпе тата сывлăх хавшаккине пула ĕçлеме пултарайманнисене экономикăн кăткăс лару-тăрăвĕнче пулăшассине патшалăх мала хурать. Çавна май федерацин иртнĕ çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 385-мĕш федераци саккунĕпе çирĕплетнĕ страховани пенсийĕсен индексацилемелли çĕнĕ йĕркисене 2016 çулта ĕçе кĕртнĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлеме пултарайман аслă ăрури пенсионерсене ятран пулăшассине вăйлатнă - вĕсен страховани пенсине пысăклатнă. Çав хушăрах ĕçлекен пенсионерсене те пенси тÿлесе тăраççĕ. Саккунпа вĕсен хăйсем ĕçлекен вырăнта малалла вăй хума та, ĕçрен тухма та ирĕк пур, е хуть те хăш вăхăтра та тепĕр хут ĕçе вырнаçма пултараççĕ. Çакă вăл тĕплĕн шухăшласа хатĕрленĕ йышăну.

- Ĕçлекен пенсионерсен суйлама ирĕк пур терĕр, çапла вара вĕсем унпа мĕнле усă курма пултараççĕ?

Кашниех хăйĕншĕн мĕн лайăххине суйласа илме пултарать. Февраль уйăхĕнчен страховани пенсийĕсен вăтам ÿсĕмĕн виçи пирĕн республикăра 470 тенкĕпе танлашнă. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта пенсие тепĕр хут индексацилеççĕ. Унăн виçи экономикăпа социаллă сферăри лару-тăрупа çыхăнĕ.

- Калăпăр, пенсионер ĕçрен тухма шутланă. Унăн пенсие хăçан тата мĕнле виçепе индексацилеççĕ?

2016 çулхи июнь уйăхĕччен куçăм йĕрки пырать. Унпа килĕшÿллĕн, ĕçлеме пăрахнă пенсионер пенсие ÿстермешкĕн ыйтса Пенси фондне е хăй пурăнакан вырăнти нумай функциллĕ центра харпăр хăй паспорчĕпе тата ĕç кĕнекипе пырса заявлени çырать. Унтан индексацисен мĕнпур тапхăрне шута илсе пысăклатнă пенсие вăл заявлени панă кун хыççăнхи уйăхран илме тытăнать. Енчен те пенсионер тепĕр хут ĕçе вырнаçсан унăн страховани пенсийĕн виçине чакармаççĕ. Тивĕçлĕ канурисене ĕçпе тивĕçтерекенсен 2016 çулхи иккĕмĕш кварталĕнчен пуçласа хăйсем патĕнче пенсионерсем ĕçленине пĕлтерсе Пенси фондне кăтартусем тăратмалла пулать.

- Роза Алексеевна, пенсионерсен кăçал тата мĕнле улшăнусене кĕтмелле?

Федераци çăмăллăхçисен (республикăра вĕсем 105 пин çын) уйăхри укçа тÿлевĕ тата соцпакет хакĕ февралĕн 1-мĕшĕнчен 7 процент ÿснĕ. Социаллă пулăшу халĕ 995 тенкĕ, çав шутра эмел пайĕ - 766, санаторипе курорт сиплевĕн пайĕ - 118, транспорт (хулаçум пуйăсĕпе тÿлевсĕр çÿресси тата сипленнĕ вырăна çитме тата каялла таврăнма) -110 тенкĕ.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх пенсийĕсем ?республикăра вĕсене 27 пин ытла çын, тĕпрен илсен, социаллă пенси илекенсем тивĕçеççĕ% 4 процент хăпараççĕ. Вăтам виçи 273 тенкĕ ÿссе 7,5 пин тенке çитет.

Вăрмар районĕнче социаллă пенси илекенсем 6280 çын, ватлăха пула пенсие тухнисен 5789 пенсионерсен вăтамран 406 тенкĕ ÿснĕ. Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне ватлăха пула пенсие тухнисен страховани пенсийĕн вăтам виçи 10617 тенкĕ пулнă.

Патшалăх пенсийĕсен тепĕр индексацийĕ экономикăпа социаллă сферăри лару-тăрăва кура кăçалхи иккĕмĕш çур çулта иртмелле. Индексаци коэффициенчĕн виçине саккунпа çирĕплетеççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика