Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăма алхастарар мар

06 февраля 2013 г.

Çулталăк пуçланчĕ кăна, пĕр уйăх хушшинчех, пирĕн район территорийĕнче –– вут-çулăм тухнă 4 тĕслĕх пулчĕ. Тĕрлĕ сăлтавсене пула пÿрт, 2 сарай, мунча çунчĕ. Пушарсен тĕп сăлтавĕсем: пирус туртнă чухне асăрхануллă пулманни, электричество приборĕсем юсавсăр пулни, хуралтăсенче юрăхсăр кăмакасемпе усă курни. Юрать-ха, пушарсенче çын вилнĕ тĕслĕх пулмарĕ. Çав вăхăтрах кил-çурт хуçисене вут-çулăм вуншар пин тенкĕлĕх тăкак кÿчĕ.

Январĕн пĕрремĕшĕнче пушар Кивĕ Вăрмар ялĕнчи пурăнмалли çуртра тухнă. Инкек сăлтавĕ - кил хуçи пирус туртни, тимсĕр пулни. Вăрмарти 39 номерлĕ пушар чаçĕн команди, ял халăхĕ пулăшнипе вут-çулăма парăнтарнă. Анчах та пÿртĕн шалти пайĕ пĕтĕмпех çунса кайнă, пурăнма май çук.

Çавăн пекех январĕн 18-мĕшĕнче те Вăрмарти пушар чаçне Ямпай ялĕнче пушар тухни çинчен пĕлтерекен шăнкăрав çитнĕ. Çак ялта вут-çулăм сарайне хыпса илнĕ, ку хутĕнче инкек сăлтавĕ кил хуçи электричество оборудованийĕпе техника тĕлĕшĕнчи правилăсене пăхăнса усă курманнипе çыхăннă. Вăрмарти пушар чаçĕн сотрудникĕсем, ял халăхĕ кар тăнипе вут-çулăм тухнă вырăна часах сÿнтерме пултарнă, «хĕрлĕ автана» малалла алхасма паман. Сарайĕнчи пулнă выльăх-чĕрлĕх шутне те сыхласа хăварнă.

Тепринче вара Кивĕ Вăрмарта пушар тухни çинчен пушар чаçне пĕлтерÿ çитнĕ. Кил хуçи выльăх апачĕ хатĕрлекен хуралтăра кăмака хутса янă та пăхмасăр хăварнă. Тимĕртен тунă мăрье хĕрсе кайнă та йывăç стенасене хыпса илнĕ. Тĕтĕм тухнине курсанах кил хуçи пушар хуралне шăнкăравласа пĕлтернĕ. Пушарниксем пулăшнипе вут-çулăма сÿнтернĕ, ытти хуралтăсене хыпса илме паман.

Кивĕ Вăрмарта пушар тухнă кунах Шăхалĕнче те 61 çулхи ял çыннин кил-хуçалăхĕнче йывăç мунча çунма тытăннă. Мунча кăмаки хĕрсе кайнипе мачча пĕренине хыпса илнĕ. Пушарниксем çулăма туххăмрах сÿнтерме пултарнă, мунчана çунма паман.

Вăрмарти 39 номерлĕ пушар чаçĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене хĕллехи вăхăтра çулсене юртан вăхăтра тасатса тăма ыйтать. Пушар тухсан пулăшу ыйтса шăнкăравламалли телефон номерĕсене тепĕр хут аса илтеретпĕр. Кирек епле сотовăй оператор службинчен те «112» е 8(83544) 2-13-09 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пулать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика