Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Газпа асăрхануллă пулăр

19 января 2013 г.

Çут çанталăк газĕ пирĕн пурнăçра питĕ пысăк усă кÿрет. Унпа апат-çимĕç пĕçерме те, кил-çурта ăшăтма та меллĕ.

Юлашки вăхăтра газа пула тухнă инкек тĕрлĕ çĕрте пулчĕ. Тĕслĕхрен: Çĕрпÿ хулинчи синкер те газпа çыхăннă. Çав инкексем газпа тĕрĕс усă курманнипе, газ приборĕсене абонентсем хăйсем тĕллĕн юсанипе, урăх çĕре лартнипе, газ приборĕсем юсавлă пулманнипе çыхăннă, урăхла каласассăн, çын айăпĕпе, тетпĕр.

Çавăнпа та газпа усă куракан абонентсене хăрушсăрлăх правилисене тепĕр хут аса илтересшĕн.

Газпа ĕçлекен кăмака автоматики пур енлĕн йĕркеллĕ пулмалла. Газ сÿнсен вăл кăмакана тухмалла мар. Ун пек кăмакапа усă курма юрамасть.

Газ кăмаки сÿннĕ хыççăн тÿрех чĕртсе яма юрамасть. Малтан газ пăрăхĕ çинчи крана, температура тытса тăракан регулятора хупмалла, кăмакана вунă-вунпилĕк минут хушши уçăлтармалла. Туртăм вăйне тĕрĕсленĕ хыççăн кăмакана тин чĕртсе яма юрать.

Хĕллехи вăхăтра мăрье тăрăх вĕри сывлăш тухнипе тата тулта сиввине пула мăрье вĕçĕсем пăрланса хупланса ларма пултараççĕ. Мăрьесем хупланнине пула, кăмака автоматики ĕçлемесен, сиенлĕ газ пÿрте тухса пысăк инкек патне илсе пыма пултарать. Çавна пула хĕллехи вăхăтра тĕтĕм тухакан мăрьесене кашни уйăхрах тĕрĕслесе тăмалла, тасатмалла.

Газ плитисемпе те тĕрĕс усă курни кирлĕ. Апат пĕçернĕ, шыв ăшăтнă чухне ăна пăхсах тăмалла, нумай вăхăта пăрахса кайма юрамасть.

Шыв вĕреме кĕрсен газ çулăмне чакармалла, унсăрăн тăкăнакан шыв çулăма сÿнтерсе лартать, пÿлĕме газ тухать. Пилĕк минут хушши газ тухсан, сирпĕнсе каймалли концентраци пухăнать. Çавăнпа шăрпăк çутсан е холодильник ĕçлесе кайсан сирпĕнсе каяс хăрушлăх пысăк. Апат хатĕрлесе пĕтернĕ хыççăн газ пăрăхĕ çинчи крана яланах хупăр.

Газ плити çинчи, духовкăри горелкăсене çутса пÿлĕме ăшăтма юрамасть. Пĕрре газ çуннипе пÿлĕме сиенлĕ газ тухса тулать, тепре духовка алăкĕ уçă пулнипе вĕри сывлăш газ плити çинчи крансен çăвне ирĕлтерсе типĕтет. Крансем вара хытса лараççĕ, юрăхсăра тухаççĕ. Газ приборĕсем вырнаçтарнă пÿлĕмре çывăрма юрамасть. Газ пăрăхĕсене - пÿлĕмрине, подъездрине тата çуртăн фасадрине çулсерен сăрласа çĕнетсе тăмалла. Газ пăрăхĕ çине кантра çыхса яма, ун çине кĕпе-тумтир, кантăк карри çакма юрамасть. Пÿлĕмри вентиляци туртăмне кашни çулах тĕрĕслемелле.

Кирек кам ăçта пулсан та газ шăршине туйсан Вăрмарти газ участокĕн авари службине 04 е 2-13-33 телефонпа васкавлăн пĕлтермелле, путвалсене, пÿлĕмсене алăка уçса уçăлтармалла, çутă çутма е сÿнтерме, чĕлĕм туртма, шăрпăк çутма пачах та юрамасть.

Газ шăрши кĕрекен вырăнтан çынсене аяккалла илсе каймалла, дежурство йĕркелемелле. Çапла вара газпа усă курмалли правилăсене кашни çын пăхăнса пырсан, газ приборĕсене çийĕнче юсаса, пăхса тăрсан, газ пире усă кăна кÿрĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика