Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ техника ĕç тухăçлăхне ÿстерет

03 августа 2013 г.

Çĕнĕ техника ĕç тухăçлăхне ÿстерет

Республикăра ял хуçалăх производствине патшалăх пулăшăвĕ памалли вăйра тăракан тухăçлă тытăм «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа агропромышленность комплексне чылай инвестици явăçтарма май панă. Çав инвестицисем инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртме, тухăçлă техника тата оборудовани туянма уйăрнă. Çакă вара ял хуçалăх производствин культурине улăштарать тата ĕç тухăçлăхне, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен ĕçлес хастарлăхне ÿстерет.

Пирĕн районта «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçланса пырать. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен чылайăшĕ пурлăхпа техника базине вăйлатса пырать. Акă «Ямуков Г.Н» хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕç тухăçлăхне ÿстерме тырă вырмалли РСМ-101 «Vector 410» комбайн туяннă. Ăна туяниччен маларах асăннă хуçалăхра тĕш тырă вырса илмелли 4 комбайн пулнă, вĕсенчен иккĕшĕ вăхăт иртнĕçемĕн кивелнĕ. Çĕнĕ комбайн 6 метр таран илекен жаткăпа, бункера 6 кубла метр тырă вырнаçать.

Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов, тĕп агроном Н.Николаев, «Россельхозцентр» ФПУПн Вăрмарти уйрăмĕн специалисчĕ Л.Иванова ĕçлĕ çул çÿревпе асăннă хуçалăхра пулнă май çĕнĕ техникăпа паллашрĕç, çĕр улми тата тĕш тырă уйĕсенче пулса курчĕç. Çакна палăртмалла: çанталăк юлашки эрнесенче çумăрлă тăнă пирки çитĕнсе çитнĕ ял хуçалăх культурисене пухса кĕртес ĕç пĕрре те çăмăлах пымасть. Тĕш тырă культурисем кунта 1002 гектар йышăнаççĕ, хальлĕхе 2 гектар ыраш вырса илнĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 35 центнерпа танлашать. Çĕр улмин пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 300 гектар йышăнать. Вĕсенчен 30 гектар çинче ир çитĕнекен çĕр улмине пурĕ 20 гектар пуçтарса кĕртнĕ. Ир çитĕнекен «Импала» сортсăр пуçне кунта «Уладар», «Янка», «Журавинка», «Удача» тата лайăх тухăç паракан ытти сортсене лартнă. Эпир асăннă хуçалăхра пулнă чухне çумăрĕ те питĕ вăйлă юхтарсах çунăччĕ. Хăш-пĕр вырăнсенче пулăхлă çĕре айлăмалла юхтарса та кайнă. Хресчен (фермер) хуçалăх пуçлăхĕ Геннадий Николаевич Ямуков йывăрлăхсене пăхмасăрах ĕççине вăхăтра вĕçлес тĕллевлĕ. Çĕр улмине вăхăтра тата тăкаксăр пуçтарса илес ĕçре ăна Анаткас, Кĕлкеш, Çитмĕш, Вăтакас ялĕсенче пурăнакансем пулăшса пыраççĕ. Ĕçлĕ çул çÿрев малалла «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин урпа уйне пулчĕ. Кунта хĕрÿ ĕççи пыратчĕ. Комбайнерсем пĕр-пĕрин хыççăн асăннă культурăна вырса илессипе тăрăшрĕç. Акă ашшĕпе ывăлĕ - Валерийпе Дмитрий Алексеевсем çемйипех «хир карапĕпе» тăрăшса вăй хучĕç. А.Никитин водитель вара вĕсем вырнă тырра автомашинăпа йĕтеме леçсе тăчĕ. Ĕçлĕ çул çÿрев малалла «Яковлев В.Н» хресчен (фермер) хуçалăхне тата «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативне пулчĕ. Кунта та ĕççи вĕресе тăрать. «Яковлев В.Н» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ир çитĕнекен çĕр улмин авăрне çăлассипе ĕçлетчĕç. «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вара «хир карапĕсем» ыраш уйĕнче пулнă тухăçа пуçтараççĕ. Çанталăк условийĕсем çĕр ĕçченĕсене пур вăй-хăватпа ĕçлеме парасшăнах мар пулин те, вĕсем унăн кашни минучĕпе тĕллевлĕ усă курма тăрăшаççĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика