Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлес текенсем хуçалăха çул тытаççĕ

17 мая 2013 г.

Ĕçлес текенсем хуçалăха çул тытаççĕ

Çак кунсенче районта çĕр улми çитĕнтерессипе тăрăшса ĕçлекен «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче «иккĕмĕш çăкăра» лартассипе ĕçлеççĕ. Тĕш тырă культурисене хуçалăхра иртнĕ кунсенчех акса пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра вара çĕр улмин паха йышши сорчĕсене лартас ĕç пырать. Кăçал та лартмалли çĕр лаптăкне чакармаççĕ.

Хуçалăхра ĕç вăхăтĕнче Кĕлкешри, кÿршĕ ялсенчи 60 яхăн çын ĕçлет, тухăç пухса илнĕ вăхăтра вара100 яхăн. Çак шутра çулталăк тăршшĕпе яланхи ĕç вырăнĕпе ĕçлекен 22 çын шутланать. «Çитмĕшсем питĕ ĕçчен. Пур ĕçе те активлă хутшăнаççĕ», - тет хуçалăх пуçлăхĕ Геннадий Николаевич хăйĕн кăмăлне палăртса.

Çак кунсенче Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Вăрмарти центрăн директорĕ В.Нестеров «Ямуков Г.Н» хресчен(фермер) хуçалăхĕн пуçлăхне Г.Ямукова ĕçсĕр граждансене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессипе активлă ĕçленĕшĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн руководителĕн С.Димитриев ятĕнчен Хисеп хучĕ парса чыс тунă. Малашне те Геннадий Николаевич Ямуков ĕçсĕр граждансене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессипе активлă ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ Вăрмарти центрăн директорĕ В.Нестеров тĕреклĕ хуçалăх пуçлăхне Хисеп хучĕпе чысланă май.

Кăçал та çак хуçалăхра пĕлтĕрхи пекех 300 гектар çинче «Белорусский», «Янка», «Журавинка», «Уладар», «Редскарлет», «Импала», «Рамона» тата ытти паха йышши сортсене лартма палăртнă.

Майăн 14-мĕшĕнче хуçалăх тракторĕсем çĕр улми лартма Çитмĕш пуссине тухнă. В.Николаев çĕре сухаласа пырать. Н.Николаев механизатор ДТ-75 тракторпа анана сÿрелет, хатĕрлесе çитернĕ нÿрĕ çĕр çинче çийĕнчех çĕр улми лартса пыраççĕ.

Уйра ĕçлесе ĕшеннĕ механизаторсене кăнтăр апачĕ пĕр çĕре пуçтарчĕ. Ĕçченсене апатлантарма ятарласа ГАЗель автомашинăпа уя вĕри апат илсе тухаççĕ. Светлана Ямукова повар пĕчченех хăйĕн килĕнче ятарласа рабочисене çитерме кунне икĕ хутчен апат пĕçерсе хатĕрлет. Апатланнă вăхăтра механизаторсем хăйсен ĕçне сÿтсе яваççĕ, шÿтлесе те пăхаççĕ.


                                                                                                  Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика