Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле пулсан ÿсĕм пулать

08 мая 2013 г.

Майăн 1-мĕшне календарьте Çуркуннепе Ĕç уявĕ тесе палăртнă. Пĕрре те ахальтен мар - Çуркунне ĕççи вăхăчĕ. Район уй-хирĕсенче, кил хушшинче те ĕç вĕресе тăрать, ака-суха, тирпей-илем кĕртесси чи малти вырăнта халĕ. Çынсем çÿрекен обществăлла вырăнсене те хăтлăх кĕртесси пĕлтерĕшлĕ.

 Çитмĕш ялĕ çывăхĕнчи 6 гектар йышăнакан çĕр çине çак кунсенче ялта пурăнакансем - 42 çын - хыр тата çăка йывăççисем лартрĕç. Çак посадкăна Геннадий Григорьевич Максимов - спонсор пулса 20 пин тенкĕ парса Тĕрлемес лесничествинчен темиçе пин йывăç хунавĕ илсе килнĕ. Иванов (Çитмĕш) хăйĕн тракторĕпе йывăç лартмалли вырăна технологи ыйтнă пек сухаласа панă. Çитмĕшсемпе пĕрлех ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсем йышлăн хутшăннă. Ял çывăхĕнче вăрман пуласса шанса тăратпăр. Çакна Г.Максимов пулас вăрман тавра карта çавăрма тĕллевлĕ пулни те çирĕплетет. Çак ĕçе те вăл хăйĕн укçипе туса ирттерме палăртать. Асăннă пархатарлă ĕç çак кунсенче пуçланчĕ те ĕнтĕ.

Н.ПЕТРОВА, Г.ЕГОРОВ.


Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика