Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пуласчĕ

08 мая 2013 г.

Кашни кунах урамсенче чупакан мотоскутерсемпе мопедсен йышĕ ÿссе пырать. Вĕсен водителĕсем ытларах 16 çулчченхи ачасем. Саккунпа килĕшÿллĕн çак ачасен скутер рулĕ умне ларма юрамасть, анчах ашшĕ-амăшĕсем çав-çавах вĕсене хăрушлăх кăларса тăратакан «теттене» туянса параççĕ, мопедсемпе скутерсем чăннипех те хăрушлăх патне илсе çитерме пултараççĕ.

РФ çул çинче çÿремелли правилисемпе килĕшÿллĕн скутерпа 16 çултан çамрăкраххисен ярăнма юрамасть. Ашшĕ-амăшне ачисене скутер илсе парасси илĕртет, çак транспорт хатĕрне ГИБДДра регистрацилемелле мар, унпа чупма ятарлă удостоверени илмелле мар. Анчах та аслисем ачине скутер илсе панипе ăна вилĕмпе выляттараççĕ, мĕншĕн тесен çак транспорт хатĕрĕпе çыхăннă çул-йĕр инкекĕсен 95 проценчĕ скутер водителĕн е пассажирăн вилĕмĕпе вĕçленет. Çак транспорт хатĕрĕпе çыхăннă çул-йĕр правилисене пăхăнмасан сехетре 40-50 км хăвăртлăхпа пынă хушăра та вилмеллех аманма пулать. Мокик, скутер, мопед хатĕрĕсемпе пыракан 16 çул тултарнă водителĕн çула тухас умĕн мотошлем тăхăнмалла, çулăн сылтăм айккипе ытти транспорт хатĕрĕсен водителĕсене, çуран çÿрекенсене чăрмав кÿмесĕр, çул-йĕр правилисене пăхăнса пымалла. Ашшĕ-амăшĕсене 16 çула çитмен ачисене скутер илсе памалла марри пирки асăрхаттарса калатпăр.

А.Кондратьев, ГИБДД пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика