Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муниципалитетсем умĕнче тăракан ыйтусене…

24 апреля 2013 г.

Муниципалитетсем умĕнче тăракан ыйтусене…

Съезд ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пыракан делегаци те хутшăннă. Пленарлă канашлу пуçланиччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев муниципаллă пĕрлĕхсем хăйсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ, инвестици проекчĕсемпе паллаштаракан курав презентацийĕсене тимленĕ, çурхи ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле шайра иртнипе кăсăкланнă. Михаил Васильевич пирĕн район тăратнă куравпа та паллашнă, район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Владимирович хамăр тăрăхри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Калаçу Пинерти 160 ача вырнаçмалăх тăвакан шкул пирки те пулнă. Ку - ахальтен мар, мĕншĕн тесен ăна Чăваш Республикин кунĕ тĕлне хута яма палăртнă. Вăхăчĕ вара унччен нумаях та юлмарĕ.

Съездра çавăн пекех район администрацийĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене пăхса тухнă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çывăх вăхăтра туса ирттермелли ĕçсене палăртнă. Муниципаллă пĕрлĕхсем умĕнче тăракан ыйтусем пирки пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тухса калаçнă.

Çакна та палăртма кăмăллă - Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чулкас тата Чупай ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем И.Сергеевпа В.Андреев Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Асăннă пуçлăхсене Хисеп грамотисене райадминистрацин пуçлăхĕ Константин Владимирович черетлĕ планеркăра панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика