Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илем кĕртме вăхăт

20 апреля 2013 г.

Тирпей-илем кĕртме вăхăт

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петров, ЧР Юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, Шупашкарти политехника институчĕн директорĕ А.Акимов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн заместителĕ А.Яковлев, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç.

Пĕрлехи информаци кунĕнче вырăнти хăй тытăмлăх тата территорисенчи обществăлла органĕсен экологи субботникĕсене, Йывăç кунĕн çурхи тапхăрне, пурăнмалли вырăнсене, çул хĕрринчи территорисене, масарсене тата вырăнти çулсене тирпей-илем кĕртессине йĕркелес тата ирттерес тĕлĕшпе тăракан задачисем, ЧР пĕтĕмĕшле вĕрентÿ системине 2013 çулта тата 2020 çулчченхи тапхăрта модернизацилемелли комплекслă мерăсем çинчен, алкоголь шĕвекĕсене ĕçнине тĕрĕслесе тăмалли, алкоголизма тата эрехпе иртĕхнине хирĕçле профилактика ĕçĕсене вăйлатмалли мерăсем çинчен сÿтсе яврĕç. Чи малтанах районти 5 çемье амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене тивĕçрĕ. Ун хыççăн пĕрлехи информаци ушкăнĕн членĕсем Кĕлкеш, Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар, Тикаш, Чулкас ял тăрăхĕсене çитсе курса вырăнти халăхпа тĕл пулчĕç.

Кĕлкеш. В.Петров ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн Кĕлкеш ял тăрăхĕнчи «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе курчĕ, кунти ĕçченсемпе çур аки ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕ. Çакна палăртмалла: асăннă хуçалăх çур акине хатĕр. Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 1558 гектарпа танлашать. Кăçал çĕр улми - 290, тĕш тырă культурисем - 937, пахча çимĕç 6 гектар çинче лартса туса илме палăртаççĕ. Çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăксем 325 гектар йышăнаççĕ. Хальхи вăхăтра асăннă хуçалăхра 21 çын тăрăшса вăй хурать. Ĕçлĕ ушкăн кунти ĕçченсемпе тĕл пулнă вăхăтра вĕсем вăрлăхлăх çĕр улми хатĕрлессипе ĕçлетчĕç. Сăмах май çакна палăртмалла: «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ районта пахалăхлă çĕр улми туса илессипе ăнăçлă ĕçлесе пыракан пысăк хуçалăх шутланать. Пĕрлехи информаци кунĕн ĕçлĕ ушкăнĕ те хуçалăхри çур акине ирттерме вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, техника пĕтĕмпех ĕçе хатĕррине, ăна пур хастарлăхпа тăрăшса кĕске вăхăтра ирттерессине палăртрĕç. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн вĕрентекенĕсемпе тĕл пулчĕ, Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене çутатрĕ, вĕрентекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Чулкас. Р.Кондратьева ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн асăннă ял тăрăхĕн территорийĕнчи Информаципе Культура центрĕнче, райпо лавккинче, районти почта çыхăнăвĕн Чулкасри уйрăмĕнче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулса вырăнти халăхпа тĕл пулчĕ. Пĕрлехи информаци кунне килнĕ ĕçлĕ ушкăн патне вĕрентекенсенчен уйрăмах ыйтусем нумай пулчĕç. Вĕсене ĕç стажĕпе тухнă пенсие мĕнлерех шутласа пани, вăл хальхи вăхăтра пурăнмалли виçерен пысăках марри, тивĕçлĕ пенси илмешкĕн ĕç стажĕ мĕн чухлĕ çул пулмалли, пенсин пухăнса пыракан пайне ăçта хывмалли ыйтусем интереслентерчĕç. Роза Алексеевна вĕсен ыйтăвĕсем çине тулли хурав пачĕ, Пĕрлехи информаци кунĕн темисемпе паллаштарчĕ. Ял тăрăхĕнче пурăнакансене мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх тытакансем сĕт хакĕ кунран-кун йÿнелсе пыни те пăшăрхантарчĕ. Чулкас ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен ытларахăшĕ Хусан, Мускав хулисене ĕçлеме кайса çÿренĕ май, вĕсене хуласем хушшинче, тулашĕнче çÿрекен электропуйăссем сахал чарăнни шутлаттарать. Ку ыйтусене те район шайĕнче пăхса тухма палăртрĕç вырăнти пуçлăхсем.

Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев йĕркеленипе урамсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртме тытăннă. Çитес вăхăтра вырăнти ял халăхĕпе пĕрле çырма-çатрасене, кÿлĕ хĕррисене йывăç-тĕм лартма палăртаççĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕ çавăн пекех Мăнçырмари, Тикашри ял тăрăхĕсенче те иртнĕ.

Информушкăнсем пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам тата тĕп шкулсенче, культура çурчĕсенче, «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулса курнă, унта ĕçлекенсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика