Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх ĕçченĕсене пулăшма

24 апреля 2013 г.

Ял хуçалăх ĕçченĕсене пулăшма

Çур акине мĕнле шайра ирттеретĕн, çавăн пек тухăç илетĕн. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллеве пурнăçлама, ял хуçалăхĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене вăхăтра тата вырăнта татса парас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн хушăвĕпе ятарлă штаб йĕркеленĕ. Штабăн йышĕнче райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, тĕп агрономĕ Н.Николаев, «Иванов В.А.», «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер), «Урмарская», «Шигали» хуçалăхсен пуçлăхĕсем В.Иванов, Г.Ямуков, Н.Петров, В.Тапинов, Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ В.Николаев, Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев тата ытти яваплă çынсем. Ĕçлĕ ушкăнăн ертÿçи - Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин.

Штаб ларăвĕнче çур акипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн К.Никитин ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн ятарласа «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк, «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсен уйĕсене çитсе курчĕ, кĕрхисем еплерех хĕл каçнипе кăсăкланчĕ.

Номере хатĕрленĕ вăхăт тĕлне «Иванов В.А.», «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче акана тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика