Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсин пухăнса пыракан пайĕ пирки

08 декабря 2012 г.

Паянхи хăвăрт аталанса пыракан пурнăç условийĕсене кура пенси тÿлевне илессипе çыхăннă саккун йĕркисем те улшăнса пыраççĕ. Вăл е ку çĕнĕлĕхе хăшĕ-пĕри, тен, пĕлмесĕр те юлать. Çавна май пенси системинчи хăш-пĕр ыйтусене пĕтĕмлетсе сÿтсе явас тĕллевпе РФ Пенси Фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕн пуçлăхĕпе М.Пуклаковпа тĕл пулса калаçрăмăр.

– Михаил Анатольевич, юлашки çулсенче РФ Пенси фончĕн системинче тĕрлĕ çĕнĕлĕхсем пулчĕç. Çапах вĕсенчен чи пĕлтерĕшли - çыннăн пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ – тĕрлĕ ыйту çуратать. Тĕслĕхрен, ĕçлекен çын, чипер пурăнаканскер, çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ пулсан, унăн пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ ăçта каять; Ăна кам илме пултарать?

– Гражданинăн пенсин пухăнса пынă пайне вилнĕ çынран юлнă правăпа туллин усă куракан çын (правопреемник) илме пултарать.

– Пенсин пухăнса пынă пайне правопреемник хăçан илме пултарать?

– Правопреемник страхланнă вилнĕ гражданинăн пенсин пухăнса пынă пайне гражданин вилнĕ кунранпа 6 уйăх иртиччен илме пултарать. Правопреемник çак вăхăта ирттерсе ячĕ пулсан, вăл ăна суд йĕркипе çĕнетме пултарать. Тÿлеве Раççей Федерацийĕн е патшалăхăн шутланман пенси фончĕ тÿлет. Ку вăл виличчен гражданин унăн пенсин пухăнса пыракан пайĕ ăçта йĕркеленсе пынинчен килет.

– Çак тÿлевсене илес тесен правопреемникăн мĕнле документсем тăратмалла?

– Правопреемникăн РФ Пенси фончĕн ЧР уйрăмĕн Вăрмар районĕнчи Управленине е патшалăхăн шутланман пенси фондне заявленипе пымалла. Заявленипе пĕрле документсен оригиналĕсем е вĕсен тивĕçлĕ йĕркепе çирĕплетнĕ копийĕсем пулмалла. Çак документсен переченьне РФ Правительствин 2007 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнчи 741 тата 742 номерлĕ йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн пенсин пухăнса пыракан пайне тÿлессин правилисемпе çирĕплетнĕ. Документсен подлинникĕсене правопреемникăн хăйĕн килсе памалла.

– Тÿлевсене правопреемник мĕн чухлĕ вăхăт хушшинче илме пултарать?

– Правопреемник докуменчĕсене РФ Пенси фончĕн ЧР уйрăмĕн районти Управленине илсе килнĕ кунран пуçласа 5 кун хушшинче пăхса тухаççĕ. Çакăн хыççăн ку документсем Пенси фондĕнче 6 уйăх иртсе кайиччен упранаççĕ, мĕншĕн тесен çак вăхăт хушшинче тÿлеве илес текен ытти правопреемниксем те килме пултараççĕ. Тÿлеве памалли йышăнăва гражданин вилнĕренпе 7-мĕш уйăх çитсен йышăнаççĕ. Хушма тÿлев памаллине гражданин вилнĕ хыççăнхи çулăн тепĕр çулхи июлĕн 31-мĕшĕччен кая мар йышăнмалла.

– Мĕне пĕлтерет-ха хушма тÿлев тени?

– Пенсин пухăнса пыракан пайне ертсе пыракан компани е патшалăхăн мар пенси фончĕ инвестицилет. Тÿлеве правопреемнике памалла тесе йышăннă вăхăт тĕлне инвестици результачĕсем паллă мар пулма пултараççĕ. Унсăр пуçне гражданин виличчен – хăйĕн юлашки кунĕчченех – ĕçлеме пултарнă, çавăнпа та уншăн çак тапхăрта тÿленине пĕлтерекен отчета тăратса ĕлкĕреймесен те пултарнă. Çавăнпа та тĕп тÿлеве шутланă чухне пĕр пайне шутламасăр хăварма пултарнă. Пур тÿлеве те шута илсе тепĕр хушма тÿлев параççĕ.

–Тÿлевсене еплерех илме пулать?

– Икĕ май пур: почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ е правопреемникăн банкри счечĕ урлă. Тÿлеве илмелли меле правопреемникăн заявленире кăтартмалла. Тÿлеве памалла е памалла мар тесе ĕнентерекен йышăнăва РФ Пенси фончĕ правопреемнике 5 ĕç кунĕнчен кая мар ярса парать.

– Михаил Анатольевич, пенси валли пухăнса пыракан укçана хăш вăхăт хушшинче палăртаççĕ, тÿлеççĕ?

– Пĕр хутчен паракан тÿлеве çак тÿлеве памалла тесе йышăннă вăхăтран икĕ уйăх иртиччен параççĕ. Васкавлă пенси тÿлевне тата пухăнса пыракан пайне пур пенсие те тÿлемелли йĕркепе, тепĕр майлă каласан тÿлеве памалла тесе йышăннăран пуçласа пĕр уйăх иртиччен параççĕ. Тÿлеве ĕç пенсийĕн страхланă пайĕпе е социаллă пенсипе пĕрле тÿлеççĕ.

– Хăш-пĕр граждансен пенсин пухăнса пыракан пайĕ патшалăхăн шутланман пенси фондĕнче йĕркеленет. Тÿлеве илме право пур çакăн пек граждансен ăçта пымалла-ха?

– Пенсин пухăнса пыракан пайĕ патшалăхăн шутланман пенси фондĕнче йĕркеленсе пырать пулсан тÿлеве те вăлах парать. Çавăнпа та гражданинăн çак пенси фондне пымалла.

– Енчен те гражданин пенси илет, анчах та унăн пенсин пухăнса пыракан пайĕнчен тÿлев илме право пулчĕ пулсан, мĕнле документсем тăратмалла-ха?

– Енчен те гражданин пенси илет пулсан, анчах çав вăхăтрах обязательнăй пенси страхованийĕпе пенсин пухăнса пыракан пайĕ йĕркеленнĕ пулсан, унăн РФ Пенси фондне паспорт тата обязательнăй пенси страхованийĕн страховой свидетельствине тăратмалла.

– Енчен те гражданин пенси илме пуçлас тесе пĕрремĕш хут килет тата унăн пенсин пухăнса пыракан пайĕ йĕркеленнĕ пулсан, мĕнле документсем тăратмалла?

– Енчен те гражданин ватлăхпа пенсие тухнă ятпа пенси илес тесе пĕрремĕш хут килет пулсан, ăна пĕр вăхăтрах пенсин страхланă пайне, çавăн пекех пенсин пухăнса пыракан пайĕнчи кирлĕ тÿлевне шутласа параççĕ. Заявленисем тĕрлĕрен пулĕç, анчах та гражданинăн вĕсене пĕр кунтах çырса памалла пулĕ. Заявленисем çумне ватлăхпа ĕç пенсийĕн страховой пайне илмелли документсене тăратмалла. Кирлĕ документсен тулли списокне РФ Пенси фончĕн районти Управленийĕнче е Раççей Пенси фончĕн сайтĕнче çак адреспа пĕлме пулать: www.pfr.ru.

– Енчен те гражданин Патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнать пулсан, çав вăхăтрах унăн обязательнăй пенси страхованийĕ шайĕнче те пенсин пухăнса пыракан пайĕ йĕркеленсе пынă пулсан, çак гражданин пенсин хăш тÿлевне илме пултарать?

– Çакăн пек чухне гражданинăн икĕ вариант. Пĕрремĕшĕ – пухăннă пенси суммине ватлăхпа паракан ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕпе пурнăç тăршшĕпе илсе пурăнма пултарать. Иккĕмĕшĕ – ĕç паракан хывнă взноссенчен йĕркеленнĕ пайне гражданин ватлăхпа тухнă ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕпе вăхăтсăр илме пултарать. Патшалăх софинансированийĕн программине хутшăннипе пулнă взноссене васкавлă пенси тÿлевĕ мелĕпе илме пулать.

– Пухăнса пынă пенси тÿлевне илес тесен патшалăхăн мар пенси фончĕ ăçта вырнаçнине мĕнле пĕлмелле?

– Енчен те гражданин пенсин пухăнса пыракан пайĕ патшалăхăн мар хăш пенси фондĕнче йĕркеленнине пĕлмест пулсан Раççей Пенси фончĕн федераллă колл-центрне 8 800 505-55-55 телефон номерĕпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика