Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллăрах пулар

08 декабря 2012 г.

Чăвашсем мĕн ĕлĕкрен хĕл хĕрĕх тĕслĕ тесе ахальтен каламан. Çанталăкĕ улшăнсах тăрать. Вăл ларнăранпа шутлă кунсем çеç иртрĕç, анчах тĕлĕнтерме те тытăнчĕ.

Çак кунсенче çуса иртнĕ çумăр кĕске вăхăт хушшинчех тавралăхран пĕр пысăк каток туса хучĕ. Кун пек чухне вара инкек курма та пулать. Уйрăмах хальхи вăхăтра - кил урлă çăмăл автомашинăсем ларнă чухне. Пурнăçран хакли ним те çук тетпĕр, çавăнпа асăрхануллăрах пуласчĕ. Машина вăл тимĕр купи çеç теççĕ-ха та, анчах ăна сиенлесен никам та савăнакан çук. Çанталăкĕ те майĕпен сивĕтсе пырать, çавăнпа та Раççейĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин специалисчĕсен хăш-пĕр канашĕсене аса илтерес килет.

Хытă шăнсан пĕрремĕш пулăшу парасси

Хăв та хăрушлăхран асăрханса инкеке лекнине хăрушлăхсăр вырăна йăтса (илсе) тух. Инкеке лекнине ăшă çĕре илсе кĕр е ăна ăшă утиялпа, тумтирпе чĕрке.

«Васкавлă пулăшу» (хăв тĕллĕн е çынсем пулăшнипе) чĕнсе ил

Енчен те инкекри çын тăнне çухатман пулсан, ăна вĕри пылак шыв ĕçтер. Вĕри апат çитер. Алькогольпе усă курма юрамасть!

Хăв хытă шăннине туйрăн пулсан - ан çывăр, ыйхă килнипе кĕреш, хусканусем ту;

хăвăн пушмакна, тумтирне хутпа, пластик пакетсемпе, ытти япаласемпе усă курса ăшăтма тăрăш. Сивĕрен пытанма хÿтлĕх шыра е хăв ту.

Шăнса кÿтсен пĕрремĕш пулăшу парасси

Инкеке лекнине ăшă çĕре йăтса кĕр. Шăнса кÿтнĕ вырăнсене темиçе хут çемçе япалапа чĕрке. Кÿтнĕ вырăнсем хăвăртрах ăшăнса çитчĕр тесе тăрăшмалла мар. Ăшă шалтан, юн чупма пуçланă май килме пуçламалла.

Шăнса кÿтнĕ вырăнсене çу е вазелин сĕрме юрать, юрпа сăтăрма юрамасть. Инкеке лекнине ăшă утиялпа чĕрке, кирлĕ пулсан, типĕ тумтир тăхăнтарт. Вĕри пылак шыв нумай ĕçтер. Вĕри апат çитер.

«Васкавлă пулăшу» (хăв тĕллĕн е çынсем пулăшнипе) чĕнсе ил, инкеке лекнине медицина учрежденине илсе çитер.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика