Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми тухăçлă çитĕнтереççĕ

27 октября 2012 г.

Пирĕн районта агропромышленноç комплексĕ çулран-çул аталанса пырать. Кунта хресчен (фермер) хуçалăхĕсен йышĕ ÿсни пысăк витĕм кÿрет. Хальхи вăхăтра вĕсем кашни ял тăрăхĕнчех ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Акă Кĕлкеш ял тăрăхĕнче «Ямуков Г.Н.», «Ванюков В.Н.», «Туслăх», «Надежда» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ.

Геннадий Николаевич Ямуков фермер çĕр улми çитĕнтерессипе районта кăна мар, республикăра та чи лайăх ĕçлекеннисенчен пĕри. Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ унăн 1500 гектарпа танлашать. Вĕсенчен 290 гекта çинче çĕр улми лартса туса илнĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» вăл çулран-çул лайăх пăхса, пысăк тухăç туса илет. Анчах та тухăç туса илесси çанталăк условийĕсенчен те килет. Шăрăх çанталăкра çĕр улмие шăварма ятарласа Италире туса кăларнă пахча çимĕç шăваракан техника туяннă. Çĕр улми çинчен каланă май, çакна палăртмалла: Геннадий Николаевич паха йышши вăрлăх лартассипе уйрăмах тимлет. Кунта «Рамона», «Ред Скарлетт», «Удача», «Невский», «Импала» сортсене кăçал лартнă. Çавăн пекех çĕр пулăхне лайăхлатма, тухăç ытларах илме минераллă удобренисем те чылай хывнă. «Ĕçне кура - тухăçĕ» текен ваттисен сăмахĕ чăна килчĕ, кăçал асăннă хресчен (фермер) хуçалăхĕн çĕр улми ăнса пулчĕ. Вăл пĕр гектартан 328 центнер тухрĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» вара пухса кĕртме кÿршĕллĕ ялсенчен çеç мар, аякри ялсенчен те чылай çын килсе ĕçлерĕ. Çĕр улми лаптăкĕ пысăк пулин те, ăна пухса кĕртессипе пурте тăрăшса вăй хучĕç. Хальхи вăхăтра Т.Кузьмина, А.Кузьмина, Л.Александрова, Л.Иванов, Л.Андриянова, М.Григорьева, Л.Власова, М.Краснова тата ытти ĕçченсем хранилищĕре çĕр улмине суйласа, тултарса ярассипе ĕçлеççĕ. Виталий Николаевич Архипов тракторист ăна МТЗ-82 маркăллă тракторпа турттарса тăрать.

Çĕр улмипе пĕрлех тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем те пĕр тикĕс çитĕннĕ. Кунта кăçал çурхи культурăсем 668 гектар акнă, вĕсенчен тулă - 192, урпа 476 гектар. Çавăн пекех кĕрхи культурăсем те 400 гектар çинче лайăх пулнă. Тĕш тырă культурисем гектартан 30 центнер тухнă.

Паянхи кун та ĕçсĕр лармаççĕ асăннă хресчен (фермер) хуçалăх ĕçченĕсем. Çĕр улмине туянма республика тулашĕнчен, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен чылайăн килеççĕ. Кунти рабочисем вара ăна тиессипе тăрăшаççĕ. Тепĕр майлă каласан, аякри ялта та ĕççи вĕресе тăрать. «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Николаевич вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Унпа пĕрлех çулран-çул пурлăхпа техника базине вăйлатсах пырать. Кунта тĕш тырă тата çĕр улми пуçтаракан çĕнĕ йышши комбайнсем, тракторсем курма пулать.

Хресчен (фермер) хуçалăхне аталантарнипе пĕрлех ял тăрăхĕн аталанăвĕшĕн те курăмлă ĕçсем тăвать Геннадий Николаевич. Ялăн сăн-сăпатне илем кÿрес, инфратытăма аталантарас ĕçре пысăк тăрăшулăхпа палăрать.

«Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕпе пĕрлех «Ванюков В.Н» хресчен (фермер) хуçалăхĕ те лайăх аталанса пырать. Асăннă хуçалăхăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 223 гектарпа танлашать. Вĕсенчен тĕш тырă - 207 гектар, нумай çул ÿсекен курăксем - 16 гектар.

«Туслăх» хресчен (фермер) хуçалăхĕ (пуçлăхĕ Матвеев В.Ф.) 32 гектар çинче тĕш тырă, çĕр улми, пĕр тата нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтерет.

«Надежда» хресчен (фермер) хуçалăх (пуçлăхĕ Кузьмин С.Н.) 14 гект

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика