Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх калаçмасть пулин те, ыр тунине манмасть

03 ноября 2012 г.

Часах инçетрен хĕл çитĕ чупса, шыва та çĕре вăл витĕ юрпа...

Çак сăмахсем пурнăçа кĕриччен кĕтÿ кĕтес ĕç кăçал вĕçленсе пынă май, Кĕлкеш ялĕн кĕтÿçĕ çинчен кăштах çырас кăмăл пулчĕ. Ку вăл - Михаил Александрович Родионов. 25 çул ытла кĕтÿçĕ ĕçне хăнăхса пырса ăна тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать.

Чăн та сарлака та аслă, ирĕк те пуян пирĕн Кĕлкеш ял тăрăхĕн кĕтÿ кĕтмелли вырăнĕсем. Пĕр енчен тепĕр вĕçне çитме чи хăвăрт çÿрекен лашана та чылай вăхăт кирлĕ. Çу тата кĕрхи уйăхсенче çакăн пек анлă та чуна илĕртекен илемлĕ вырăнсенче çулран çул выльăх кĕтсе пурăнать Михаил Александрович.

Кашни ял çынни лайăх ăнланать: кĕтÿçĕн 6 уйăх хушши канмалли кун çук. Аслатиллĕ çумăр-и, хĕртсе хĕвел ăшалать-и, сивĕ-и - унăн уйра кĕтÿ кĕтес пулать. Ял халăхĕ ăна выльăх шанса панă. Çавăнпа та тĕп ĕçĕ унăн - выльăха лайăх тăрантарса тĕреклетесси тата сĕтлĕ тăвасси. Ахальтен мар Кĕлкеш ĕнисем сĕт нумай параççĕ, патшалăх валли вĕсен хуçисем кашни кунах пахалăхлă, тутлă сĕт ăсатаççĕ.

Михаил ял çыннисемпе ăшшăн калаçать, выльăхсемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Кашни ĕнен ятне пĕлсе тăрать вăл. Юратаççĕ ăна вĕсем. Кану вăхăтĕнче кашниех мăйĕсене тăсса ун çывăхне пырса тăма тăрăшать. Пĕрне те çиллентерес мар тенĕн, вăл вара кăмăлпах кашнинех ачашласа илет.

Кĕтÿçĕ ĕçĕ - çăмăл мар. Выльăхсене чунтан юратса ÿсекен, тăван тавралăха кăмăллакан харсăр çын кăна ĕçлеме пултарать çак ĕçре. Ял халăхĕ тата ял тăрăхĕн администрацийĕ Михаил Александровича тав туса кĕтÿ кĕтес ĕçре малашне те пысăк утăмсем тума сывлăх, чăтăмлăх, юрату сунать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика