Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Пуçлăхне РФ Президенчĕ саламланă

03 ноября 2012 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ячĕпе Раççей Президентĕнчен В.Путинран саламлă открытка çитнĕ. Унта çапла каланă: «Çак уяв темиçе ĕмĕр йĕркеленсе пырать, наци ас тăвăмĕн уйрăм страницисене çутатать. 400 çул каялла пăтравлă вăхăта çĕнтерсе пирĕн халăх Тăван çĕршывăн ирĕклĕхне, никама пăхăнманлăхне хÿтĕлесе хăварнă, патшалăх никĕсĕсене çирĕплетнĕ. Паттăрлăхпа палăрнă çак тапхăр, çĕршыв историйĕ çапла вĕрентеççĕ: пĕрлĕхе, граждансен пĕр шухăшлăхне, хамăрăн йăла-йĕркене тата ăс-хакăл пуянлăхне упраса çеç эпир палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пултаратпăр».

Шăпах 400 çул каялла, 1612 çулта, Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă халăх ополченийĕн салтакĕсем Китай-хулана штурмланă, Мускава Польша интервенчĕсенчен ирĕке кăларнă, халăх паттăрлăхĕпе пĕрлĕхĕн тĕслĕхне кăтартса панă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика