Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр шăршиллĕ алăсене мухтав

03 ноября 2012 г.

Октябрĕн 30-мĕшĕнче Вăрмар район аграрийĕсем Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă турĕç. Шăпах çак кун хресченĕн ырми-канми ĕçне, чи пултаруллисене палăртса пĕтĕмлетмелли вăхăт. Районти Культурăпа кану çуртĕнче иртнĕ савăнăçлă мероприятие Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова, «Акконд» АУОн генеральнăй директорĕ – ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов, «Чăваш бройлерĕ» АУОн директорĕ – ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Николаев, «Россельхозбанк» АУОн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ И.Письменская, Раççей Перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн управляющийĕ О.Николин, «Росгосстрах» компанин республикăри филиалĕн Вăрмарти страхлакан уйрăмăн пуçлăхĕ И.Алексеева, агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах сцена çине район пуçлăхĕ М.Пуклаков хăпарчĕ, уяв ячĕпе саламласа çак çăмăл мар ĕçре ял хуçалăх ĕçченĕсене чăтăмлăх, вăй-хăват сунчĕ. Ун хыççăн çĕр ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин саламларĕ, малашнехи тĕллевсене пурнăçлама ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ.

Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов «Агропромышленность комплексĕн 2012 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тата ял хуçалăх аталанăвĕн районти тĕллевлĕ программине пурнăçлани çинчен, 2008-2012 çулсенче ял хуçалăх продукцийĕн рынокне йĕркелесе пырасси» темăпа тухса калаçрĕ.

Пултаруллисене чысласси чи хумхануллă та савăнăçлă вăхăт. ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕн Н.Виноградован аллинчен агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн РФ ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсене «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи В.Иванов тата «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОри тырă склачĕн заведующийĕ Т.Степанова тивĕçрĕç. Ĕçлекенсен социаллă тата ĕç прависене хÿтĕлессипе активлă пулнăшăн РФ агропромышленность комплексĕн профсоюз ĕçченĕсен Тĕп комитечĕн Хисеп хутне «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин выльăх-чĕрлĕх фермине механизацилессипе ĕçлекен инженера, пуçламăш профсоюз организацийĕн председательне Г.Петрова панă. «Ылтăн кĕркунне» Раççей агропромышленноçĕн 14 куравĕн дипломĕпе тата ылтăн медалĕпе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăна наградăланă. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата ял хуçалăхĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин Хисеп хучĕсене «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн комбайнерĕ И.Иванов, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн тракторисчĕ М.Краснов, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи тракторист А.Васильев, «Игнатьев А.Ю.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ А.Игнатьев тивĕçлĕ пулчĕç.

Çавăн пекех ял хуçалăх ĕçченĕсене тав çырăвĕсемпе, парнесемпе «Единая Россия» партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ, «Россельхозбанк» АУОн Чăваш Енри филиалĕ, Раççей Перекет банкĕн Çĕрпÿри, «Россгострах» компанин Чăваш Республикинчи филиалĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕсем чысларĕç. Е.Письменская Вăрмар район çыннисемпе ĕçлеме кăмăллă пулнине, ял çыннисем хушма хуçалăха аталантармалли çăмăллăхлă кредитсемпе усă курассинчен шикленме пăрахнине, шăпах ял халăхĕ кредита вăхăтра, шанчăклă тÿлесе пыракан пулнине палăртрĕ. Вăл «Ямуков Г.Н.», «Иванов Ю.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, Кĕтеснер, Тикаш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене банкпа тачă çыхăну тытса ĕçленĕшĕн Тав çырăвĕсемпе парнесем пачĕ.

Г.Ямуков çĕр улми пуçтарнă ĕçе хутшăннă ял çыннисене, Пысăк Енккасси, Çÿлти Кинчер шкулĕсене тав турĕ. Çак шкулсене парнесем пачĕ.

Ял ĕçченĕсен уявне паллă тăвакансене «Çавал» фольклор ушкăнĕ хăйĕн номерĕсемпе савăнтарчĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн тата агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсен командисем хушшинче волейбол матчĕ иртрĕ, 2:1 шутпа райадминистраци команди çĕнтерчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика