Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç улшăннине кура саккун та улшăнать

24 октября 2012 г.

2012 çулхи августăн 9-мĕшĕнчен пуçласа «Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексне улшăнусем кĕртесси тата Раççей Федерацийĕн уйрăм законодательство акчĕсем çинчен» 28.07.2012 çулхи 141 номерлĕ федераллă саккун вăя кĕчĕ.

Асăннă федераллă саккунпа килĕшÿллĕн РФ Уголовнăй кодексне улшăнусем кĕртнĕ. Тĕпрен илсен, «Элек» 128.1 тата «Судьяна, присяжнăй заседателе, прокурора, следователе, дознани тăвакан çынна, суд приставне хирĕç элеклени» 298.1 çĕнĕ статьясем хушнă. Кĕртнĕ çак улшăнусемпе килĕшÿллĕн элекленишĕн уголовлă явап тытмалла. 2011 çулхи декабрьте çак статьяна улăштарнă хыççăн элекленишĕн административлă явап тытмалла пулнă, 5 пин таранччен штраф тÿлеме тивнĕ.

РФ Уголовнăй Кодексĕнче элеклени çинчен калакан статья 5 пайран тăрать. Тĕпрен илсен, çын умĕнче тухса каланинче, çынсем вулакан произведенире, массăллă информаци хатĕрĕсенче элекленишĕн явап тытмаллине палăртнă. Çакăн евĕр ĕçшĕн айăпланакана 1 миллион тенкĕ таран е çулталăк хушшинче ĕçлесе илнĕ тупăш чухлĕ штрафлаççĕ. Çавăн пекех обязательнăй ĕçсене те явăçтарма пултараççĕ. Хăйĕн службăри вырăнĕпе усă курса элекленишĕн айăпланакана 2 миллион тенкĕ таранччен штрафлаççĕ. Çынна йывăр е уйрăмах йывăр преступлени тунă тесе суйса айăпланăшăн 5 миллион тенкĕ таранччен штрафлаççĕ.

Çавăн пекех судья, присяжнăй заседатель, прокурор, следователь, дознаватель, суд приставĕ çинчен суя сăмах сарнăшăн 298.1 статьяпа килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçараççĕ. Малтан вара çакăн пек ĕçшĕн административлă явап кăна тытмалла пулнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика