24 октября 2012 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев октябрĕн 22-мĕшĕнче «Чăваш Республикин отрасльсен хушшинчи геоинформацин комплекслă тытăмне туса хумалли мерăсем çинчен» 117 №-лĕ Указа алă пуснă.
ЧР экономикине тытса пымалли хальхи вăхăтри тытăмсене аталантарас, Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕл тухăçлăхне ÿстерес тата граждансемпе организацисем чăн тата актуаллă информацие васкавлăн илме пултарассине тивĕçтерес тĕллевпе тумалли мерăсене палăртнă.
Источник: "Урмарская районная газета"