Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Указа ăнлантарса пани

22 октября 2012 г.

Çак указ проектне Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин инноваци политикине пурнăçлас тĕллевпе республика экономикине çĕнĕ технологисем илсе килмелли условисем йĕркелеме хатĕрленĕ.

Информацие тишкермелли тата памалли çĕнĕ технологисемпе усă курни Чăваш Республикин экономикин конкурентлăхне çирĕплетес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш Республикин экономикин çĕнĕ технологисен сферинчи конкурентлăхне палăртакан тĕп факторсенчен пĕри - граждансем, хуçалăх субъекчĕсем, патшалăхăн тата муниципалитетсен влаç органĕсем анлă кăтартусен ресурсĕсемпе информаципе телекоммуникаци майĕсемпе усă курмалли геоинформаци тытăмĕсене йĕркелесси, вĕсемпе усă курасси, çавăн пекех вĕсене сарасси, производство тухăçлăхне ÿстерес тата анлă кăтартусемпе усă курас тĕллевпе анлă информаци тытăмĕсене улăштарса илесси, пĕтĕçтересси.

Республикăри цифра мелĕпе хатĕрленĕ картографи материалĕсем геоинформаци формачĕ енĕпе тĕрлĕ, вĕсене координатсен тĕрлĕ тытăмне тĕпе хурса хатĕрленĕ. Çакă ведомствăсем шута илекен объектсен шут тата пахалăх кăтартăвĕсен комплекслă улшăнăвне сăнаса тăма чăрмантарать. Çавна май республика экономикин пĕтĕмĕшле аталанăвне тишкересси, прогнозласси тата стратеги енĕпе планласси те чăрмавлă.

Чăваш Республикин отрасльсен хушшинчи геоинформацин комплекслă тытăмне туса хуни республика экономикин аталанăвне инвестицисем хывас ыйтăва татса парас, патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессин тухăçлăхĕпе пахалăхне ÿстерес енĕпе информацие пухма, упрама, çĕнетме, инвентаризацилемешкĕн курăмлă тума, кадастр енĕпе хаклама, прогнозлама, виçеллĕ тума, сăнаса тăма, анлăш енĕпе тишкерме, инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртмелли никĕс йĕркелеме, пурнăçпа ĕç-хĕл хăрушсăрлăхне çирĕплетме, транспорт комплексĕпе общество инфратытăмне аталантарма тата Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхĕн шайне çĕклеме май парĕ.

С. ЕНИЛИНА, ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ,

В. АНДРЕЕВА, ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика