Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх министрĕ С.Павлов - Вăрмар тăрăхĕнче

01 сентября 2012 г.

Иртнĕ кунсенче пирĕн районnа ĕçлĕ визитпа ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов пулчĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа пĕрле районти «Иванов В.А.», «Ямуков Г.Н.», «Вăтам Энĕш», «АгроВладина» хуçалăхĕсене çитсе курса вырма ĕçĕсем мĕнлерех шайра пынипе паллашрĕç.

Министрăн ĕçлĕ çул çÿревĕ чи малтанах «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчен пуçланчĕ. Хуçалăхăн уйĕнче хĕрÿ ĕççи пырать, виçĕ комбайн Чупайпа Патти ялĕсем хушшинчи уйра юлашки гектарсем çинчи тырра вырса çапаççĕ. Кăçал хуçалăх ĕçченĕсем 1094 гектар çинчи тыр пула пухса кĕртнĕ, 2483 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 25 центнер. Вырма ĕçĕсемпе пĕрлех кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлес ĕç те пырать. Кĕрхисене 1000 гектара яхăн акма палăртать хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов. Çав шутра 100 гектар çинче акса та хăварнă.

Малалла ĕçлĕ ушкăн Кĕлкешри «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе курчĕ. Вырма ĕçĕсемпе пĕрлех хуçалăх уйсенче çĕр улми кăлараççĕ. Уйра 100 яхăн çын ĕçлет. 290 гектар йышăнакан лаптăкри «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарас ĕçе Кĕлкешпе юнашар ялсенчи - Тупах, Пинер, Вăтакас, Çитмĕш, Анаткас çыннисем хутшăнаççĕ. Алăпа пуçтарнисĕр пуçне çĕр улмие кăçал туяннă «Grimme» SE-140 комбайнпа кăлараççĕ. Çĕр улмин вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 300 центнерпа танлашать.

«Ямуков Г.Н.» хуçалăхĕ хыççăн С.Павлов министр кÿршĕлле вырнаçнă «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра пулчĕ. Обществăри вырма ĕçĕсемпе паллашрĕ. Асăннă хуçалăх районта кал-кал аталанса пыракансенчен пĕри. Автотранспорт паркĕ çулсерен çĕнĕ техникăпа пуянланса пырать. Нумаях пулмасть вĕсем ют çĕршывра кăларнă хăватлă «Challenger» трактор туяннă. Министр çĕнĕ техникăпа тĕплĕн паллашрĕ, рулĕ умне ларса пĕр-икĕ касă сухаласа пăхрĕ. Трактор чăнласах кăмăла кайнине палăртрĕ. «Вăтам Энĕш» уйĕсенче виçĕ комбайн ĕçлет. Тыр-пул йышăнакан 1290 гектартан 1100 гектарне вырса илнĕ. 1850 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăçĕ - 19 центнер. Хуçалăх ертÿçи П.Крылов кĕрхисене 800 гектара яхăн акма тĕллевлĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕн С.Павловăн Вăрмар тăрăхĕнчи ĕçлĕ визичĕ «АгроВладина» тулли мар яваплă общество уйĕнче кĕрхи тырă шăтса тухнине тĕрĕслессипе вĕçленчĕ.

Ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетсе С.Павлов министр уяр çанталăкăн кашни минучĕпе усă курса вырма ĕçĕсене вĕçлес, кĕрхи тырăсене вăхăтра акас, выртакан çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртес, вырмана вĕçленĕ хуçалăхсем «хир карапĕсене» кÿршĕсене пулăшма ямалли пирки каларĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика