Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир пушанать - пÿлме тулать

29 августа 2012 г.

Çанталăк кĕр енне кайнă май унран темĕн те кĕтме пулать. Тин кăна хĕвел йăл кулса пăхатчĕ, сисместĕн те - тÿпене хура пĕлĕтсем карса та илеççĕ. Кунĕпе пĕр чарăнмасăр çуни те сахал мар пулчĕ. Хĕвел кăшт пăхсанах çĕр ĕçченĕсем уялла васкаççĕ.

Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов, тĕп агроном Н.Николаев ĕçлĕ çул çÿревпе «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи уйсене çитсе курчĕ, кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕ. Лайăх çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ вĕсем. Вырма ĕçне хăвăртрах вĕçлессишĕн тăрăшаççĕ. Кăçалхи августăн 27-мĕшĕ тĕлне асăннă хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тĕш тырă культурисене 794 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, çакă планпа палăртнинчен 73 процентпа танлашать. Çак кун «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ĕççи вĕресе тăратчĕ. Уйра хăватлă йышши виçĕ комбайн тулă выратчĕ. Районĕпе пĕтĕмĕшле илсен çав кун 30 ытла комбайн уя тухнă. Тĕш тырă вырнипе пĕрлех «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çĕр улми кăларассипе тăрăшса вăй хураççĕ. Çĕр улми ани çинче халăх йышлă, вăл вара кăçал лайăх çитĕннĕ. Кунта ĕçлекен халăх ăна хăвăрт кăна михĕсем çине тултарать, трактор прицепĕ çине тиесе склада ăсатать. «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн çĕр улми лаптăкĕ 290 гектар йышăнать, вĕсенчен 52 гектар çинчен иккĕмĕш çăкăра пухса илнĕ. Тухăç пĕр гектартан - 300 центнер.

Юлашки çулсенче районта усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕ П.Крылов кăçал Кĕлкеш тăрăхĕнче усă курман çĕр гектара яхăн çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессипе ĕçлес тĕллевлĕ.

Пĕтĕмĕшле каласан вырма ĕçĕсем пирĕн районта начар мар пыраççĕ. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи августăн 27-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 7719 гектар çинчен вырса çапнă, планпа палăртнинчен 63,3 процентпа танлашать. Пурĕ 14387 тонна тĕш тырă çапса илнĕ, районĕпе вăтам тухăç гектартан 18,6 центнер. Çĕр улмие 88 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, пурĕ 2255 тоннăпа танлашать. Çĕр улмин вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 256 центнер.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика