Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: чукун çул переезчĕ!

16 июня 2012 г.

Хисеплĕ ентешсем! Чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче (переезд) асăрхануллă пулăр. Хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр пулин те чукун çул çинче пулса иртекен инкексенчен хăтăлаймастпăр. Вĕсен тĕп сăлтавĕ граждансем, водительсем чукун çул урлă каçнă вырăнта правилăсене пăсни. Çакă вара аварисем патне илсе пырать. Çул-йĕр çинчи пăтăрмахра автотранспорт кăна сиенленмест, чукун çулпа пыракан состав та линирен тухса кайма пултарать. 2012 çулхи 5 уйăхри оперативлă даннăйсем тăрăх чукун çул урлă каçмалли вырăнта пуйăспа автортранспорт хатĕрĕ çапăннипе 1 авари (2011 çулта - 2), 2 çын инкек тÿснĕ (пĕлтĕр 3 пулнă).

Çул çине тухас умĕн водителĕн транспорт хатĕрĕ техника тĕлĕшĕнчен юсавлă пулнине тĕрĕслемелле. Çакна ас тăвăр: пуйăс сасартăках чарăнаймасть, унăн тормоз çулĕ 1 километртан та иртет. Хăвăрăн пурнăçа, сывлăха упрама пĕлĕр, кашни пассажир пуйăсĕ çинче 400 яхăн çын. Вĕсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн те хăрушлăх кăларса ан тăратăр.

Пуйăса чарма вăхăт кирлĕ, çын пурнăçне татма вара - пĕр самант кăна!

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика