Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пулăр - çул çинче ачасем

06 июня 2012 г.

Ачасем пирĕн пуласлăх пулнине кашни ашшĕ-амăшех ăнланать. Хăй вăхăтĕнче вĕсем «пурнăç чечекĕсем» тесе те сахал мар çыратчĕç, телевиденипе радио урлă та пĕлтеретчĕç. Анчах темшĕн, ыр курăмлă профилактика ĕçĕсем ирттерсен те, çак «чечексен» сывлăхне çул çинче сиен кÿрекен водительсем тупăнсах пыраççĕ.

Кăçалхи 4 уйăх хушшинче 16 çула çитмен ачасемпе çамрăксене çул çинче сиен кÿнĕ 57 тĕслĕх палăртнă: пĕр ача вилнĕ, 65-шĕ суранланнă. Вăрмар районĕнче те çакăн пек икĕ тĕслĕх регистрациленĕ. Турра шĕкĕр, вилекен пулман, икĕ çамрăка тĕрлĕ шайри суран илнипе больницăна вырнаçтарма лекнĕ. Çакăн евĕр инкексем çул çинче сахалрах пулччăр тесе РФ Правительствин Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн район территорийĕнче майăн 16-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 13-мĕшĕччен «Тимлĕ пулăр - ачасем» акци иртет. Унăн тĕллевĕ - ачасемпе çул çитмен çамрăксем хушшинче право йĕркипе пăсасран профилактика ĕçĕсем туса ирттересси, çул-йĕр правилисен йĕркине тĕплĕн паллаштарасси, çавăн пекех ачасемпе çамрăксене пĕр-пĕрин хушшинче çул çинче мĕнле тытмалли йĕркене ăнлантарса парасси.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика