Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывăн турачĕ çук

16 июня 2012 г.

Ачасен тахçантанпах кĕтнĕ çуллахи каникул пуçланчĕ. Шыва кĕрсе е кимĕпе ишсе сывлăха çирĕплетĕç ĕнтĕ ачасем. Шел пулин те, ятарлă правилăсене пăсни пысăк инкек патне илсе ирттерме пултарать. Юхан-шыв шÿте юратмасть.

Инкексем ытларах ачасем ишме пĕлменнипе пулаççĕ е начар ишекеннисем çырантан аякка каяççĕ те, вăйсăрланнипе путаççĕ. Шыва кĕме юраман вырăнсенче те ашкăнаççĕ хăш-пĕрисем. Аяккарах ишсе каяссипе е тарăнрах чăмассипе, шывра нумайрах тăрассипе ăмăртаççĕ. Вĕсем хушшинче вара ишме пĕлменнисем те пулаççĕ, ыттисенчен юлас мар тесе хăйсен пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿкереççĕ çапла. Çавăн пекех начар çанталăкра шывра юлма ан тăрăшăр.

Ачасен лайăх ишме вĕренмесĕр шыва кĕмелле мар. Тепĕр чухне лайăх ишекене те ăнсăртран шăнăр туртни инкек кăтартать. Çавăнпа шыв температури 17-19 градус ăшă пулсан, 10-15 метр хушши кăна ишмелле çыннăн. Енчен те сасартăк шăнăр туртсан, çурăм çине выртса хăвăрт шывран тухма тăрăшмалла. Шыва сывлăш температури 20-25 градус ăшă пулсан, майĕпен кĕмелле. Шыв хăвăрт юхакан вырăна лексен, юхăма май ишсе майĕпен çыран хĕррине тухма тăрăшмалла. Шыв çаврăнса тăракан çĕрте те тÿрех хăраса ан ÿкĕр. Вăрăммăн сывласа илĕр те шыва чăмăр, хăрушлăхран айккинелле кайма тăрăшăр та çиеле ишсе тухăр. Шыв курăкĕпе çыхлантăр пулсан, ан тапкаланăр. Çурăм çине выртса курăк тыткăнĕнчен лăпкăн хăтăлăр. Çывăхра ишсе иртекен кимĕ е ытти шывра ишекен транспорт патне ан пырăр. Пĕлмен вырăнта шыва ан сикĕр, тĕпĕнчи тĕрлĕ япала çумне тăрăнса тăна çухатма пултаратăр. Апат çинĕ хыççăн 1,5 е 2 сехет иртсен кăна шыва кĕме юрать. Шывра мĕнле пулмалли правилăсене çирĕп пăхăнăр. Хăвăра дисциплинăллă, йĕркеллĕ тытсан, пурнăçра хăрушлăха кĕртсе ÿкермĕр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика