Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çураки вĕçленнĕ ятпа кĕр! кĕрлерĕ Акатуй

16 июня 2012 г.

«Акара авăн, хăнара савăн», - тенĕ ватăсем. Ĕлĕкрен ака-суха вĕçленсен çĕр ĕçченĕсем уява тухнă, ĕççи ăнăçлă иртнĕшĕн савăнса карталанса юрланă, ташланă, тĕрлĕ вăйăсем вылянă. Иртнĕ вырсарни кун Вăрмар поселокĕнче асаттесен йăлипе Акатуй иртрĕ. Уява Вăрмар районĕ - 85, Вăрмар поселокĕ 65 çул çитнине тата Раççей историйĕн çулталăкне халалланă.

Ирхине-ирех район центрĕнчи стадионта суту-илÿ вырăнĕсем ĕçлеме тытăнчĕç, техĕмлĕ шашлык шăршийĕ таврана сарăлчĕ. Ачасем валли пур кăмăлтан савăнмалăх карусель, аттракцион тата ытти тĕрлĕ вăйăсем пулчĕç. Поселокри тĕп площадьре ял тăрăхĕсем йĕркеленĕ «Ал ăстисен хули» куравĕ уява килнĕ халăха хăй патне тыткăнларĕ. Мĕнле тĕрлĕ япаласем çук пулĕ кунта. Тухъясем, тĕрленĕ, йывăçран ăсталанă япаласем, картинăсем, вĕтĕ шăрçаран тунă чечексем, чечеклесе илемлетнĕ кăçатăсем - пурте пур кунта.

Савăнăçлă та илĕртÿллĕ уяв хăйĕн тавра чылай халăха пуçтарчĕ. Вăрмарсене тата хăнасене саламлама ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова, Вăрмар ентешлĕхĕн представителĕсем килнĕ. Вăрмар районĕн ĕçченĕсене чаплă лару-тăрура Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин саламларĕç. Ял çыннисене ырми-канми ĕçшĕн тав турĕç. «Ял хуçалăх отраслĕнче çитĕнÿсем тăвасси чи малтанах ял ĕçченĕсен, хуçалăх пуçлăхĕсен тăрăшулăхĕнчен чылай килет. Çĕр ĕçне юратса ĕçленĕшĕн тав тăватăп. Çĕр ĕçченĕ тăрăшса вăй хунăран эпир çурхи ака ĕçĕсене агротехникăлла требованисене пăхăнса кĕске вăхăтра тата пахалăхлă вĕçлеме пултартăмăр. Сирĕн ĕç пысăк хака тивĕç», - терĕ Константин Владимирович. Вăл çавăн пекех кăçал ял хуçалăх предприятисемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем - 10744 гектар çинче акса хăварнине палăртрĕ. Çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 105 процентпа танлашать.

Çавăн пекех çĕр улми 1473 гектар çинче лартнă(103 процент).

Акатуй уявĕнче ял хуçалăх тата ытти отрсльсенче тăрăшса вăй хурса малта пыракансене чысласси йăлана кĕнĕ. Çавна май ЧР Юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова «2013 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан тата яллă вырăнта ĕçлекен граждансене çурт-йĕр çавăрма социаллă пулăшу пани çинчен пĕлтерчĕ. Ăна вара Мичурин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче механизатор пулса тăрăшакан Петр Владиславович Захаров тивĕçрĕ. «Чăваш Республикинчи чи хăтлă ял тăрăхĕ» республикăри конкурса пĕтĕмлетсе Чулкас ял тăрăхĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Сывлăх сыхлавĕнче чылай çул тата тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса вăй хунăшăн Елена Владимировна Иваншкинăна («Туберкулеза хирĕç кĕрешекен Вăрмарти диспансер» хысна учрежденийĕн тĕп врачĕ) РФ сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç. Г.Чернова пысăк наградăсем илнĕ ятпа саламларĕ, ĕçре ăнăçу сунчĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова та ял хуçалăх ĕçченĕсене чысларĕ. РФ ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперт-агрономĕ Н.Николаев тивĕçрĕ. ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине «Урмарская ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин тракторисчĕ Д.Войков, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн тракторисчĕ В.Архипов илчĕ. Çавăн пекех «2012-2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене хавхалантарасси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн хресчен (фермер) пуçлăхĕсене Юрий Иванова тата Ольга Васильевăна ялта хресчен (фермер) хуçалăхне аталантармашкăн грант пачĕç. РФ агропромышленность комплекс ĕçченĕсен Чăваш республикинчи профсоюз комитечĕн Хисеп грамотисене «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин склад заведующийĕ Т.Степанова, асăннă хуçалăхра ырми-канми вăй хуракан Г.Петров инженер, «Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар район станцийĕ» бюджет учрежденийĕн ветеринари фельдшерĕ В.Львова тивĕçрĕç.

Тав çырăвĕсем çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕнчен хресчен (фермер) пуçлăхĕ В.Сергеев, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин юсав мастерскойĕн заведующийĕ В.Яковлев илчĕç.

Çурхи ака ĕçĕсем вĕçленнĕ май район халăхне Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ Д.Егоров Шупашкарти Вăрмарсен ентешлĕхĕ ячĕпе саламларĕ, çутă малашлăх сунчĕ.

Çавăн пекех уяв ячĕпе Тăвай район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Сергеев, «Раççей Перекет банкĕ» акционерсен уçă обществин Çĕрпÿ уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Л.Ситкова, «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществин Вăрмарти хушма офисĕн пайĕн пуçлăхĕ А.Максимова, «Росгосстрах» тулли мар яваплă обществăн Чăваш Республикин Вăрмарти страхлакан пайĕн пуçлăхĕ И.Алексеева саламларĕç, пултаруллă ĕçченсене парнесем пачĕç.

Çурхи ака-сухана пысăк пахалăхпа туса ирттерсе пĕрремĕш вырăна «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен «Ямуков Г.Н.» хуçалăхĕ тивĕçрĕ. «Ака чемпионĕ - 2012» ята «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вăй хуракан Н.Жирнов, çĕре акана хатĕрлессипе çак хуçалăхра тăрăшакан В.Григорьев илчĕ.

Акатуйра районти художествăлла пултарулăх коллективĕсен юрă-ташши халăха чылайччен савăнтарчĕ.

Акатуй спорт мероприятисемпе те пуян пулчĕ. Стадионра волейбол, футбол, канат туртасси, армспорт, çăмăл атлетика кире пуканĕ йăтасси, шашка, шахмат вăййисем, наци кĕрешĕвĕ интереслĕ иртрĕç.

Савăнăçлă уяв эстрада юрăçисен тата уяв салючĕпе вĕçленчĕ. Чылайччен савăнчĕ халăх уявра, нумайлăха савăк кăмăлпа пурăнма вăй-хăват пачĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика