Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх сывлăхĕ çын пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ

25 февраля 2012 г.

 

Районта мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕсленĕ май, лейкоз пуррине тупса палăртнă. Вĕсенчен 11,1 проценчĕ çак чирпе чирлĕ. Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан Шăхаль, Тикаш, Чупай, Арапуç, Мăнçырма, Кавал ял тăрăхĕсенче асăннă чире ытларах тупса палăртнă.

Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх лейкозĕ - вăрах аталанса пыракан рак чирĕ. Лейкозлă выльăх - чир саракан çăлкуç пулса тăрать. Чир виçĕ тапхăрпа (стадипе) иртет: инкубаци, гематологи тата шыçă (опухоль) тапхăрĕсем.

Инкубаци тапхăрĕ. Вирус организма лекнĕ самантран пуçласа чир паллисене тупса палăртичченхи вăхăт.

Гематологи тапхăрĕ. Ку вăхăтра юн тытăмĕнче тĕрлĕрен улшăнусем пуçланаççĕ. Çак улшăнусене пула лейкоз тĕрлĕ вариантпа иртсе пырать.

Шыçă (опухоль) тапхăрĕ. Ку тапхăра маларах вырнаçнă лимфа парĕсен, каярах вара хул калакĕ, чĕркуççи хутлăхĕ, мăй патĕнчи лимфа парĕсен калăпăшĕ палăрмаллах ÿссе пырать.

Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх тытакана асăннă чир самаях сиен кÿрет. Сикекен чылай чирсенчен сыхланма пирĕн ветеринари служби прививкăсем тăвать пулин те, лейкоза хирĕç кĕрешме хальлĕхе кун пек майсем шутласа кăларайман-ха. Çак вируса пĕтерес тесен лимфоцита пĕтермелле. Кун пек чухне организм чирпе кĕрешес вăйĕ пĕтет, çакă иммуна системине пĕтерет.

Лейкозран сывалма май çук. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе çак чир пĕрре ерчĕ пулсан, унран тек вăл сывалаймасть. Вăл выльăха хавшатмасăр ун организмĕнче чылай çулсем упранма пултарать, çав вăхăтрах ытти сывă выльăх-чĕрлĕхе те ертет. Лейкоз чирĕ юн, сĕт, молозиво, ар вăрлăхĕ, сăмсаран тухакан нăймака, сĕлеке тăрăх та лекме пултарать. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве кăларнă чухне лейкозпа чирлĕ ĕнесем пулсан вĕсем сыввисене те ертеççĕ. Çавăн пекех пĕчĕк пăрусене чирлĕ ĕне сĕчĕ парсан та çак чир вĕсене амантса хăварать. Лейкозпа чирлĕ вăкăрсен ар вăрлăхĕпе сывă ĕнесене пĕтĕлентерме юрамасть. Ветеринарипе зоотехника мероприятисене ирттернĕ чух асептика тата антисептика правилисене çирĕп пăхăнмалла.

Çыншăн ку чир хăрушă тесех каламаççĕ, анчах та ученăйсем тимлĕрех тата яваплăрах пулма сĕнеççĕ. Лейкозпа чирлĕ ĕнесен сĕчĕпе пĕчĕк пăрусене çитернĕ пирки вĕсенче те лейкоз тупса палăртнă тĕслĕхсем пулнă. Çавăнпа та лейкозпа чирлĕ ĕнесен сĕтне çынсен ĕçме юрамасть. Çак сĕте вĕретсен те унта онкологи чирĕсемпе çыхăннă веществосем пĕтмеççĕ. Вĕсем вара çын организмне онкологи тĕлĕшĕнчен улшăнусем кĕртме пултараççĕ. Лейкоза пĕтермелли меслет вăл - асăннă чирпе чирлĕ выльăх-чĕрлĕхе аш-какай комбинатне парасси. Лейкоз чирĕпе пурин те кĕрешмелле. Ку енĕпе ветеринари службин, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, выльăх-чĕрлĕх усракансен пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ветеринари службин ĕçченĕсемпе канашланă хыççăн выльăх-чĕрлĕхе сутма, туянма, кĕтĕве кăларма юрать. Çавăн пекех асăннă службăна хăвăр выльăх туянни çинчен пĕлтерсен, ăна ветеринари специалисчĕсем тĕрĕслесен те аванрах пулĕ.

Кашни çулах кĕркуннепе çуркунне ветслужбăн ĕçченĕсем мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе ветеринарипе санитари тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Хуçалăх руководителĕсен, уйрăм кил хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытакансен çак тĕрĕслеврен пăрăнса юлас марччĕ. Раççей Федерацийĕн «Ветеринари çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илессишĕн вĕсене усракансем яваплă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика