Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресченĕн пÿлми тулса пырать

30 августа 2011 г.

Кунсерен район уй-хирĕсем тухăçлă çитĕннĕ тыр-пултан тата пахча çимĕçрен тасалсах пыраççĕ. Кĕр çывхарать, хресчене васкатать. Пĕр вăхăтрах тырă та вырмалла, выльăх апачĕ те хатĕрлемелле, кĕрхи тырă та акмалла, çĕртме сухи тумалла.

Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх августăн 29-мĕшĕ тĕлне 13522 гектар çинчи пĕрчĕллĕ культурăсене вырса пуçтарса илнĕ, ку вăл мĕн пур вырмалли лаптăкăн 94 проценчĕ пулать. Çĕнĕ тухăç тыррине 35610 тонна çапса илнĕ. Вăтамран кашни гектартан 26,3 центнер тырă тухнă. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче, «Сапаркин А.Г.», «Иванова О.А.», «Иванов В.А.», «Ванюков В.Н.», «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ку кăтарту тата пысăкрах.

Хуçалăхсенче кĕрхи çĕртме тăвас ĕç те кал-кал пырать. Кĕрхи тырă акма 4786 гектар çĕр хатĕрленĕ. Районĕпе 2012 çулхи тухăç валли 6580 гектар акса хăвармалла. Паянхи кун тĕлне кĕрхи культурăсене 1020 гектар çинче акса хăварнă. «Урмарская» хуçалăхăн ĕçченĕсем районта чи малтан кĕрхисене акма тухрĕç, 350 гектар акма та ĕлкĕрчĕç. Çавăн пекех «Шигали» ЯХПК, «Павлов В.Ф.», «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çĕршер гектар акса хăварма пултарчĕç. Ку ĕç ытти хуçалăхсенче те вăй илсе пырать.

«Иккĕмĕш çăкăра» 150 гектар çинчен кăларнă. Çĕр улми кăçал районта 1351 гектар йышăнать. Чи пысăк лаптăксем - «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче - 250, «Сапаркин А.Г.» - 80, «Иванова О.А.» - 67, «Владимиров Г.В.» - 50, «Захаров А.И.» - 60, «Яковлев В.И.» - 48 гектар йышăнаççĕ. Вăтам тухăç 150 центнерпа танлашать. Кĕлкешри «Ямуков Г.Н.» хуçалăхĕнче çĕр улми гектартан вăтамран 250 центнер тухать. Ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх апатне те ытлă-çитлĕ янтăланă. Вĕсен шутĕнче - 4000 тонна сенаж, 1050 - силос, «Урмарская» хуçалăх вара витаминлă курăк çăнăхне 305 тонна хатĕрленĕ.

«Симĕс ылтăн» «Агроресурсы» акционерсен уçă обществин хăмла плантацийĕнче 20 гектар çинче çитĕнет. Çавăн пекех «Шигали» тата «Кĕтне» хуçалăхсенче 15 гектар хуратул, «Иванова О.А.», «Захаров А.И.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче - 47 тата 60 гектар çинче сар пăрăç пулса çитет.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика