Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв сасси каять уя...

08 июля 2011 г.

Çу кунĕсем ял уявĕсемпе пуян. Акă Кĕлкеш ял тăрăхĕнче пурăнакансем те нумаях пулмасть ăна анлăн паллă турĕç. Ял тăрăхĕн ĕçченĕсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, район пуçлăхĕ В.Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, РФ Патшалăх Думин Федераци Пухăвĕн депутачĕн К.Косачевăн пулăшуçи - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Разумов, ЧР Наука академийĕн членĕ Л.Иванов академик, «Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар район станцийĕ» ЧР патшалăх ветеринари службин пуçлăхĕ В.Александров, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕн пуçлăхĕ А.Ульянов, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ Н.Петров, «АльфаАгро» тулли мар яваплă обществăн директорĕ Д.Ярынкин тата ытти паллă çынсем килнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин уяв ячĕпе Кĕлкеш ял тăрăхĕнче пурăнакансене, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăх ĕçченĕсене саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунчĕ. Константин Владимирович палăртнă тăрăх, Кĕлкеш ял тăрăхĕ паян кал-кал аталанаса пыраканнисенчен пĕри. Кунта Ямуков, Ванюков, Матвеев хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çĕр ĕçĕпе ăнăçлă вăй хураççĕ. 2010 çулхи ял хуçалăх производствин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕр улми туса илессипе республикăра малти вырăна тухнă. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин асăннă хресчен (фермер) пуçлăхне ял хуçалăхĕнче пысăк ÿсĕмсем тунăшăн , ял уявне йĕркелеме пулăшнăшăн тав сăмахĕ каларĕ. «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче механизаторта вăй хуракан Н.Краснова ял хуçалăх производствинче çитĕнÿсем туса палăрнăшăн райадминистрацин пуçлăхĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ, çакăнтах чылай çулсем вăй хуракан В.Степанов водителе Тав çырăвĕ пачĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев ял уявĕ ячĕпе саламларĕ. Вăл çавăн пекех республика Правительстви агропромышленность комплексне аталантарассипе чылай ĕçсем пурнăçланине, çавна май ялсем çĕнĕрен чĕрĕлсе пынине палăртрĕ. Ял хуçалăх производствинче пысăк ÿсĕмсем тунăшăн «Ямуков Г. Н.» хресчен (фермер) пуçлăхне Геннадий Николаевича ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ.

Кĕлкеш ялĕ Шупашкартан 80, район центрĕнчен 10 километрта вырнаçнă, чукун çул станцине çитме 5 километр. Ăна 17-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче никĕсленĕ. 1896 çулта шкул уçнă. 1930 çулта «Комбайн» колхоз йĕркелнĕ. Малтанах ял Сĕве уесĕн Андреевски, Шупашкар уесĕн Никольски вулăсне, 1927 çултан Вăрмар районне кĕнĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Разумов ял уявĕсем пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытма пулăшнине, ял тăрăхĕсенче хресчен (фермер) хуçалăхĕсем аталанни вара çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленине, çакă вырăнти халăха аякка каймасăрах ĕçлесе пурăнма май пуррине палăртрĕ. Хамăр республика аталанăвĕшĕн хамăрăн тăршмалли çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ вăл. Унтан «Единая Россия» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕ ячĕпе сывлăх сыхлавĕнче чылай çул вăй хунă А.Николаевана Тав çырăвĕ пачĕ.

Уяв тĕрлĕ спорт вăййисемпе те пуян пулчĕ, савăнăçлă концертпа, салютпа вĕçленчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика