Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей тата ачасем

20 мая 2011 г.

Н.Афанасьев ячĕпе хисепленекен Кĕлкешри вăтам шкулти Н.А.Афанасьев музейĕнче хĕрÿ ĕç вăхăчĕ пырать. Уйăхĕпех музей çумĕнчи ачасен «Тăван ен» пĕрлешĕвĕ «Музей тата ачасем» акци программипе ĕçлерĕç. Акци вăхăтĕнче уйрăмах экскурсоводсен ĕç нумай пулчĕ: вĕсен уçă алăксен кунĕсенче нумай-нумай килекене кĕтсе каласа кăтартса, ăсатса ямалла пулчĕ.

Музей тата шкул курма килекенсен шучĕ нумай пулчĕ. Вĕсене валли кăçал ятарласа «Пирĕн тăрăхри ученăйсем» стенда çĕнетсе илемлетнĕ, унсăр пуçне «Этнографи кĕтесĕ», «Чăваш тĕрри», «Космонавтика çулĕ» çĕнĕ экспонатсем хатĕрленĕ.

Шкул библиотекинче «Музейсем çинчен публикацисем» тата «Космонавтика: ĕнер, паян, ыран» кĕнеке выставкисем илĕртеççĕ. Ачасем унтан тухма та пĕлмеççĕ тейĕн, интересленеççĕ, ыйтусем параççĕ.

«Тăван ен» пĕрлешÿ членĕсем куçăмсăр экскурсисем, презентацисем, буклетсем туса хатĕрлерĕç, хаçатсем кăларчĕç, «Çамрăк тавра пĕлÿçĕ» тата «Çамрăк экскурсовод» конкурссем ирттерчĕç.

Ю.Гагарин космоса вĕçсе кайнăранпа 50 çул çитнине халалласа тĕпчев ĕçĕсем çырса ачасем хăйсен пултарулăхне наукăпа практика конференцийĕнче кăтартрĕç. Районта иртнĕ «Вăрмар район историйĕ» конференцине те тĕплĕн хатĕрленсе ачасем 1-мĕш вырăна тухрĕç. Халĕ хĕрсе кайса И.Я.Яковлев просветитель ĕçне-хĕлне тĕпчеççĕ, чĕретлĕ конференцие хатĕрленеççĕ.

«Шкулти чи лайăх пресс-центр» конкурс та шкул ачисене çав тери кăсăклантарчĕ, çанă тавăрсах ĕçлеттерчĕ. Чи мала вара «Колорит» хаçат членĕсем, пиллĕкмĕшсем, сентябрь уйăхĕнченех уйăхсерен хаçат кăларакан харсăрскер журналист-краеведсем тухрĕç.

«Музей тата ачасем», «Эпир музейра», «Вăрман - пирĕн пуянлăх», «Экологи: ĕнер, паян, ыран», «Йĕрке хуралĕнче», «Космос çулĕпе» проблемисем темăпа шкулта ÿкерчĕксен тата статьясен конкурсĕнче нумай-нумай ача хутшăнса лайăх результатсем кăтартрĕç.

Унсăр пуçне лотерея выляттарасси, «Музей паян мĕн тума кирлĕ» ток-шоу, «Манăн Чăваш Ен» видеокурав, «Несĕлсен çулĕпе» юрăллă-ташăллă литература уявĕ, музей çумĕнчи хăюлăх урокĕ, «Ырă ĕç тăвар-ха» акци, парнесен кунĕ, ăшă саламсен кунĕ, «Тăван ен» олимпиада, краеведсемпе тĕл пулу каçĕ тата ытти нумай мероприяти ачасен, ашшĕ-амăшĕсен, ял халăхĕн асĕнче юлĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика