Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕлкешсем уçлăхра «уççăн» çÿреççĕ

20 мая 2011 г.

Кĕлкеш шкулĕнче Ю.Гагарин космоса пĕрремĕш хут вĕçсе хăпарнăранпа 50 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийĕ пулса иртрĕ. Унта хутшăнакансем питĕ тĕплĕн хатĕрленни сисĕнчĕ: материалсем çав тери нумай хатĕрленĕ.

Эпир пурте Ю.Гагаринпа мухтанатпăр тата хамăрăн чăвашран тухнă А.Николаев космонавт вĕçĕвĕпе мăнаçланатпăр.

Этемлĕх космоса парăнтарман пулсан, тен, паянхи кун та космос мĕнлине пĕлместĕмĕр, спутниксемпе, карас телефонсемпе, интернетпа та усă курайман пулăттăмăр. Çакăн йышши тата нумай пĕтĕмлетÿ янăрарĕ конференцинче.

С.Данилова (9 кл.) хĕрарăм-космонавтсемпе паллаштарчĕ. Чылайăн, иккен, вĕсем: В.Терешкова, С.Савицкая...

Т.Кузьмина (5 кл.) акă космонавтикăри тата тепĕр пысăк çĕнĕлĕх çинчен каласа кăтартрĕ. С.Королев пуçарăвĕпе пĕрремĕш искусствăлла спутник хута ямаллах тесе 1956 çул пуçламăшĕнчех шутланă правительствăра. Ятарлă комисси туса хунă, 1957 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче Çĕр чăмăрĕн пĕрремĕш искусствăлла спутникне ăнăçлă кăларса янă. Çак пысăках мар шар вара чăн-чăн асамлăх шутланнă: çын тунă аппарат пĕрремĕш хут космоса ăнăçлă вĕçсе кайнă.

Çавăн пекех куракансене 4 класри К.Данилова хăйĕн космонавтика енĕпе тунă çĕнĕлĕхĕпе тыткăнларĕ. Çапла вара чи кĕçĕннисем К.Данилова тата Т.Кузьмина конференцинче 1-мĕш вырăна ним те мар тухма пултарчĕç, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕç хăйсен пуян тавра курăмĕпе тата тарăн пĕлĕвĕпе. 2 вырăна С.Данилова (9 кл.) тата С.Матвеева (6 кл.) тухрĕç. 3 вырăна И.Паденькова (8 кл.), В.Краснова, В.Иванов (7 кл.) тивĕçлĕ пулчĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика