Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлме-йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр, шуса тухрăмăр хире

11 марта 2011 г.

Йĕлтĕр спортне аталантарас, çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас, чи

вăйлисене палăртас тĕллевпе Космонавтика çулталăкне халалласа тата СССР спорт мастерĕсене - пĕр тăван Геннадийпе Юрий Ивановсене асăнса - Энĕшпуçĕнче ăмăрту иртнĕ. Кунта Вăрмар, Куславкка, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенчен 300 яхăн çын хутшăннă.

Чи малтанах старта VIP ушкăнри спортсменсем тăнă. Н.Павлов (Вăрмар), В.Данилов (Кĕлкеш), О.Иванов (Энĕшпуç), Л.Федорова (Кĕтеснер), Н.Алексеева (Кавал) çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулнă.

Çамрăк спортсменсен тавлашăвĕ уйрăмах çивĕч килсе тухнă.1999 çулта çуралнă тата кĕçĕнреххисем хушшинче финиша Энĕшпуçсем пĕрремĕш – Владислав Ивановпа Софья Павлова – çитнĕ, Кĕлкешсем – Алексей Петров, Татьяна Кузьмина 2-мĕш, 3-мĕшсем – Чупайĕнчи Алексей Леонтьевпа Шупашкарти «Энергия» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи Анна Кокель.

1997-1998 çулта çуралнă арçын ачасенчен малти вырăнсене Тăрмăш çамрăкĕсем йышăннă, çак çулти хĕр ачасем хушшинче Шупашкарти «Энергия» спорт шкулĕнчи Елена Петрова 1-мĕш, Кĕлкешри Светлана Матвеева 2-мĕш, Чупайĕнчи Надежда Крылова 3-мĕш пулнă.

1995-1996 çулта çуралнисенчен финиша Мăнçырмари Егор Егоров, Кĕлкешри Светлана Данилова пĕрремĕш, Евгений Васильев тата Ирина Васильева (Элпуç) иккĕмĕш, Чупайĕнчи Михаил Андреев, Энĕшпуçĕнчи Айза Иванова виççĕмĕш вырăна тухнă.

1993-1994 çулта çуралнисем хушшиче вара «Энергия» спорт шкулĕнчи Семен Кочкин тата Чупайĕнчи Татьяна Пугачева чи маттуррисем пулса тăнă. Вĕсем хыççăн финиша Элпуçĕнчи Алексей Максимов, Энĕшпуçĕнчи Алина Петрова çитнĕ, виççĕмĕшсем Энĕшпуçĕнчи Станислав Иванов, Элпуçĕнчи Надежда Гаврилова тухнă.

Тĕрлĕ ÿсĕмри спортсменсенчен А.Топтыгин (Чупай), А.Сергеев, А.Алексеев, М.Петрова (Энĕшпуç), Е.Михайлова (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул), А.Белов (Мăнçырма), Э.Мясников (39 номерлĕ пушар чаçĕ), А.Кочкин ( «Энергия» спорт шкулĕ), О.Мефодьев (Мăнçырма), Н.Павлов (район администрацийĕ), А.Смирнов (Пысăк Енкккассинчи ял тăрăхĕн администрацийĕ), В.Захаров (Куславкка районĕ), В.Данилов (Кĕлкеш), А.Богданов (Куславкка районĕ), Н.Алексеев (Сĕнтĕрвăрри районĕ), Н.Михайлов (Вăрмар), В.Лирзай (Кавал) ăмăртăвăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсем пулса тăнă. 50-59 çулхи хĕрарăмсем хушшинче Кивĕ Вăрмарти З.Маркова çĕнтернĕ. Вĕсене пурне те дипломсем, медальсем, асăнмалăх парнесем парса чысланă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика