Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун пуриншĕн те саккун

14 марта 2011 г.

«Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» муниципаллă унитарлă предприятире Ĕç законодательствине пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă (Ред.: малтанхи пуçлăх ĕçленĕ чухне пулнă ку). Çакă ĕçе илни çинчен калакан хушура, хушма ĕç панă чухне, ĕç çыннине отпускран чĕнсе илнĕ чухне палăрнă.

Ĕç Кодексĕн 68 статйин пĕрремĕш пайĕн требованисене пăхăнмасăр «Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» муниципаллă унитарлă предприятине заявлени тăрăх çеç ĕç çыннине уборщицăна илнĕ. Унсăр пуçне РФ Ĕç Кодексĕн 72 статйин требованийĕсене пăхăнмасăр асăннă предприятин здание юсаса тăрассин ĕçĕсене пурнăçлакана та заявлени тăрăх çеç илнĕ.

РФ Ĕç Кодексĕн 72 статйипе икĕ енĕн те ĕç килĕшĕвĕн условисене улăштарни çинчен çырса хушма килĕшÿ тумалла.

РФ Ĕç Кодексĕн 125 статйин 2-мĕш абзацĕпе килĕшÿллĕн ĕç çыннине отпускран хăй килĕшĕвĕпе кăна чĕнсе илме юрать. 2010 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче кăларнă хушупа «Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» муниципаллă унитарлă предприятин директорĕ асăннă статьян требованийĕсене пăхăнмасăр арçынсен çÿçне илем кÿрекен залри парикмахертан килĕшÿ ыйтмасăрах отпускран чĕнсе илнĕ.

Саккун вара, пĕлетпĕр, пуриншĕн те саккун, çавăнпа та «Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» муниципаллă унитарлă предприятин директорĕ ячĕпе саккуна пăснă тĕслĕхсене пĕтерме представлени тăратнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика