Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н.Афанасьев фончĕн стипендиачĕсем

11 июня 2009 г.

Кĕлкешри вăтам шкулта вĕренÿ çулне «5» паллăсемпе кăна пĕтерекенсене тата пур енĕпе те пултаруллă ачасене Н.Афанасьев фончĕн стипендие тата ятарлă премисем парасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Çакă, паллах, ачасене çав тери хавхалантарать, малалла та пысăкрах та пысăк çитĕнÿсем тума хистет. Çавăнпа-и, тен, лайăх вĕренекенсен шучĕ те (çав шутра отличниксен те) çулран çул ÿссе пырать. Пĕлтĕр шкулта 9 отличник пулнă пулсан, кăçалхи вĕренÿ çулне «5» паллăсемпе 12 ача вĕçлерĕ: Таня Кузьмина (3 кл.), Света Матвеева, Владимир Алексеев (4 кл), Кристина Анилина (5 кл.), Оля Григорьева, Света Данилова, Анжелика Кузьмина, Марина Хохлова (7 кл.), Настя Няхукова (8 кл.), Катя Александрова, Гриша Иванов, Марина Мишина (9 кл.).

Вĕсем пурте сентябрĕн 1-мĕшĕнче Н.Афанасьев фончĕн членĕсен, Шупашкарти тĕрлĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вăй хуракан ученăй-преподавательсен аллинчен стипенди тата диплом илĕç.

Малашне те ăнăçусем сире, ачасем! Пултаруллă вĕрентекенĕн Н. Афанасьевăн «Пурнăçра чи хакли - пĕлÿ, лайăх вĕренĕр, ăслă пулăр!» тенине малалла та асра тытса пурнăçа кĕртсе пырăр.

 


Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика